Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асӑрхануллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Асӑрхануллӑ (тĕпĕ: асӑрхануллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пул, лашуна пули-пулми ан хӑвала, — тесе асӑрхаттарчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӗҫре асӑрхануллӑ та типтерлӗ пулмалли ҫинчен аса илтерекен плакатсене ҫакнӑ хыҫҫӑн Ирина участоксене ҫитсе курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗ хӳме ҫывӑхӗнче кӗмӗл алкаллӑ хӗр ятарлӑ вырӑна пысӑк саспаллисемпе илемлетсе ҫырнӑ «Юлташсем, кашни харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче асӑрхануллӑ пулӑр, йӗркене ан пӑсӑр!» чӗнӳллӗ-хушуллӑ плакат ҫакать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хуралҫӑсем ҫав хута ҫурмалла ҫурса илчӗҫ те, стройкӑра асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерсе, ӑна малалла иртме ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав вӑхӑтрах ҫынна ытлашши ан шанӑр, асӑрхануллӑ пулни нихӑҫан та пӑсмӗ.

В то же время не будьте слишком доверчивы, быть начеку никогда не повредит.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа чӑт, тӳс, асӑрхануллӑ пул!

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Асӑрхануллӑ пул, Веселина.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта хамӑр планетӑна пӗлменнисен тӗлӗшпе уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла.

Боюсь, что у тех, кто не знает нашей планеты, сложится о ней ложное представление.

XVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах асӑрхануллӑ пулӑр, критика витӗмне кӗрсе ан ӳкӗр.

Однако будьте осторожны, не поддавайтесь искушению подвергнуть жестокой критике все и вся.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Полина Полежанкина орнитолог пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑрнасем йӑвара ларнӑ вӑхӑтра уйрӑмах асӑрхануллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Мероприяти вӗҫӗнче ачасем таврари ҫутҫанталӑка асӑрхануллӑ пӑхмалла тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.

В конце мероприятия ребята пришли к выводу, что должны бережно относиться к окружающей природе.

Ҫулла, хӗвел, вӑрман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387586

Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла.

Помните: на берегу реки нужно сохранять бдительность.

Лапсарта хӗрача путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35645.html

Киле таврӑннӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулӑр: аварие лекес е суранланас хӑрушлӑх пысӑк.

По дороге домой будьте предельно внимательны: велика вероятность получения травм и аварий.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Калаҫнине кура паттӑр, чӑрсӑр ҫын теме пулатчӗ ӑна, тӗрӗссипе — асӑрхануллӑ, хӑравҫӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ та Сидоркин: ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсене те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшать вӑл, кунпа пӗрлех Турунов пеккисене те анлӑ ҫул парать.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лидия Никитина ҫуллахи вӑхӑтра ҫынсен шыв-шур ҫинче асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен каласа пачӗ.

Лидия Никитина рассказала, что в летнее время люди должны быть осторожны на водных объектах.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Асӑрхануллӑ пулсан пысӑк укҫа ӗҫлесе илес шанчӑк пур.

Есть большие шансы заработать приличные деньги, если отнесётесь к этому с осторожностью.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫул урлӑ каҫна вӑхӑтра тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Вӗсенчен пӗри-и е тата иккӗшӗвиҫҫӗшӗ пӗр харӑсах кӗтмен ҫӗртен кирек кама та ҫитсе ҫапма пултараҫҫӗ — вӑл-ку енчен асӑрхануллӑ ҫынна та тиркемеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗркелӗх хуралҫисем асӑрхануллӑ пулни нумай ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех