Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Антун (тĕпĕ: ант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Антун выртнӑ ҫӗртех кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ те, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ҫӗтӗк сӑхманӗ ҫинчен ҫыхнӑ пилӗкӗнчи кантрана салтрӗ, вара, така каллех хӑй патнелле килнине асӑрхасан, йӑпӑр-япӑр йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така малтанхи ҫитӗнӳпе лӑпланмарӗ, Антун урлӑ шак! шак! тутарса каҫрӗ те, ҫине кивӗ вӑрӑм сӑхман уртса янӑ ача хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн та, ҫак самантра Антун чупса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тӑхта, Микуль, авӑ, кукша Антун килет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кукша пуҫ Антун, ним тума пӗлмесӗр, сӑмсине нӑш-нӑш турткаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫ пулса ҫитсен, лавккана кукша пуҫлӑ Антун чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун ниҫта кайса кӗрейми тапӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кукша Антун, кайса ярсамччӗ пире Палас шывне!

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, атте, пулӑ! — вӑштах хускалса илчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, мӗн турӑн вара эсӗ? — халӗ те ӑнланмасӑр ашшӗ куҫӗнчен пӑхрӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫаксене асне илсен, Антун нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун Сахар мунчинче ашшӗ вӗри чул ҫине ӑшши парса ҫӗлӗкне хывмасӑр, аллине алсатуль тӑхӑнса тӳсме ҫук вӗрире ҫапӑннине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, ҫакна курсан, тӗлӗнсе хӑлхи хыҫне кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илчӗ: мӗне пӗлтерекен япала-ши ку?

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Анне, эпӗ кунтах, — пӗлтерчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун та ашшӗпе юнашар пырса ларчӗ, нимӗн те ӑнланманнипе кукшине кӑтӑртаттарма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗншӗн питӗрмелле-ха вӗсене? — тӗлӗнчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, ашшӗ сӑмахӗсене тавҫӑраймасӑр, ун куҫӗнчен пӑхрӗ, ҫуланса-хуралса пӗтнӗ карттусне кӑштах ҫӗклесе, шӗвӗр пӳрнипе кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун! — тесе кӑшкӑрать те, ачи, йӑпӑр-япӑр ывӑспа сӗлӗ илсе тухса, янавар умне пырать.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех