Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Андрейӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Антонина кӑна Андрейӑн аллинчен тата хытӑрах чӑмӑртаса тытрӗ.

Только Антонина еще крепче вцепилась в руку Андрея.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӑтам ывӑлӗн, Андрейӑн арӑмӗ Антонина кун ҫинчен Тараса каласа пачӗ.

Антонина, жена среднего сына Андрея, сказала об этом Тарасу.

3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

…Ентӗ кофе те вӗретсе ӗҫрӗҫ, телевизор та пӑха-пӑха йӑлӑхрӗҫ темелле хӗрпе каччӑ — Андрейӑн вара ку килтен пӗртте хӑпӑл-хапӑл тухса утасси килмест.

…И уже кофе напились, и телевизор девушке и парню надоело смотреть — а Андрею вовсе не хочется уходить из этого дома.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ашшӗ кӑштах уксахлать, Андрейӑн аманнӑ алли ыратать, анчах — пурте пӗрле пулни пуринчен те хаклӑ!

Папа немножко прихрамывает, у Андрея болит раненая рука, но самое важное, что все вместе!

Эпилог // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Анчах Павелпа Андрейӑн лӑпкӑ сӑмахӗсем ҫав тери хӑюллӑн, ҫирӗппӗн, вӗсене суд умӗнче мар, слободкӑри пӗчӗк пӳртре каланӑ пек янӑрарӗҫ.

Но спокойные слова Павла и Андрея прозвучали так безбоязненно и твердо, точно они были сказаны в маленьком домике слободки, а не перед лицом суда.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тата кунта пуринчен ытларах киввине ишсе антарасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, лере ҫӗнни ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавӑн пирки ывӑлӗпе Андрейӑн сӑмахӗсем амӑшӗшӗн ҫывӑхрахчӗ, ӑнланмалларахчӗ…

И здесь болыпе говорили о разрушении старого, а там мечтали о новом, от этого речи сына и Андрея были ближе, понятнее ей…

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗ хӑй сисмесӗрех вӗсен сӑмахӗсене ывӑлӗпе Андрейӑн сӑмахӗсемпе танлаштарать, танлаштарнӑ май вара хӑй малтан ӑнланма пултарайман уйрӑмлӑха туять.

Она невольно сравнивала их речи с речами сына, Андрея и, сравнивая, чувствовала разницу, которой сначала не могла понять.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хохол пекех, Николай ҫынсем ҫинчен тарӑхмасӑр калаҫать, пурнӑҫ путсӗр майсемпе йӗркеленсе тӑнӑшӑн пурте айӑплӑ тесе шутлать, анчах ҫӗнӗ пурнӑҫ пуласса ӗненни унӑн Андрейӑн пекех вӗри те ҫутӑ мар.

Как хохол, он говорил о людях беззлобно, считая всех виноватыми в дурном устройстве жизни, но вера в новую жизнь была у него не так горяча, как у Андрея, и не так ярка.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ӗҫ ҫинчен калаҫни Власовӑшӑн хӑйӗн ывӑлӗпе Андрейӑн тата вӗсен юлташӗсен ӗҫӗ ҫинчен шухӑшланипе ҫыхӑнчӗ.

Для нее с понятием о деле уже неразрывно слилось представление о работе сына и Андрея с товарищами.

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тути, куҫхаршисем, куҫӗсем, ҫӳҫӗ, Андрейран персе тӑракан хӑй ҫав тери юратман махорка шӑрши те, — ҫаксем пурте Любӑшӑн ҫав тери хаклӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте Андрейӑн.

Губы, брови, глаза, волосы, даже запах махорки, который она так не любила, — все в нем было дорого ей, потому что принадлежало ему.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унпа тӳрех уҫҫӑн калаҫса пӑхма никам та хӑяймарӗ, ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе Андрейӑн хӑйӗн илмелле пулчӗ.

Никто не решался поговорить с ним в открытую, и Андрею пришлось взять это на себя.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн пуҫӗ ҫаврӑнать, вӑл сӗтелтен ярса тытать.

У Андрея кружится голова, он хватается за столик.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн чӗри темӗн лайӑх мар пулнине сиснӗ пек ыратса кайрӗ.

Сердце Андрея сжалось от недоброго предчувствия.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кун хыҫҫӑн кун иртет, Андрейӑн юлташӗсем ҫаплах нӳхрепре лараҫҫӗ, ӑна хӑйне тивмеҫҫӗ-ха.

День шел за днем, товарищи Андрея по-прежнему сидели в погребе, а его самого никто не трогал.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн тутисем чӗтренсе илчӗҫ.

Губы Андрея дрогнули.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн ывӑнса халтан кайнипе куҫӗсем хупӑнаҫҫӗ, темӗн пекех ҫывӑрас килет пулин те, вӑл тухтӑра пӑрахса каймасть.

У Андрея от усталости слипались глаза, но, как ему ни хотелось спать, он не мог оставить доктора.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тен, Андрейӑн ертсе пырас ӗҫри маҫтӑрлӑхӗ Высоцкие ҫав роле выляма — кӗрлесе юхакан шыври пӗчӗк чул татки вырӑнне йышӑнма — ирӗк панинче, ҫавӑнпа малалла куҫса пырассин вӑйне уҫҫӑнрах палӑртнинче пулчӗ пулӗ.

Может быть, искусство Андрея как руководителя проявилось и в том, чтобы дать Высоцкому сыграть эту роль — роль маленького камня е большом потоке — и тем самым нагляднее выявить потенциальную силу движения.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Эсир мана ан пӳлӗр», — кӳренсе хирӗҫлесшӗнччӗ, Лювомудров, анчах Андрейӑн сӑн-пичӗ мӗнле пулнине курчӗ те сасартӑк чарӑнчӗ.

«Я прошу не перебивать», — хотел обидчиво возразить Любомудров, но увидел выражение лица Андрея и осекся.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Туллин тишкерес пулсан… — хӑйӗн евӗрлӗ калаҫма хӑтланса пӑхрӗ Любомудров, вара ӑна Андрейӑн татах хытӑрах та хаяртарах сасси пӳлсе хучӗ:

— Если дать вообще полный анализ… — попытался продолжать на свой лад Любомудров, и снова еще резче и грознее перебил его голос Андрея:

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫук, эсир пире процентпа тишкерсе ан тӑрӑр!.. — пӗр тикӗссӗн те хытӑ мар кӗрлесе тӑракан цеха Андрейӑн хытӑ сасси ҫурса кӗчӗ те пур сасӑсене те тӳрех хупласа хучӗ.

— Нет, вы нам не процентный анализ давайте! — врезался в сдержанный гул цеха и сразу приглушил все звуки жесткий голос Андрея.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех