Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

АПК (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Документра икӗ регион хушшинче промышленноҫ, АПК тытӑмне, суту-илӳпе строительство, ЖКЖ, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ, социаллӑ хӳтлӗх, культура, туризм, спортпа тӑван тавралӑха упрас, ҫемье тата ҫамрӑксен политики пайӗнче пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранне ҫуралнӑ кунпа Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, муниципалитетри ветерансен организацийӗн председателӗ Виталий Петров тата вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫи Валерий Долгов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

2022 ҫулта АПК тытӑмне тӗревлеме 6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Кооператив правленийӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне тишкерсе пӗтӗмлетнӗ май ҫакна та аса илмелле: 2021 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Комбайн» ЯХПК республикӑри АПК тытӑмне кӗрекен 100 чи лайӑх предприяти йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Нумай ачаллӑ ҫемьесем, ял хуҫалӑхӗнчи апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче, АПКра вӑй хуракансем, муниципалитет служащийӗсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли – 0,5%, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем, ял хуҫалӑх кооперацийӗнче, пушар хуралӗнче вӑй хуракансем валли – 1%, АПК е ветеринари ӗҫне кӳлӗннӗ ҫамрӑк специалистсем (35 ҫулччен) валли – 0,1%.

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ АПК аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать, - пӗлтерет Владислав Попов ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

АПК аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул вӑй хунӑшӑн Чӑваш ен Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп Грамотипе «Агрохмельти» ӗҫчене Светлана Васильевана, «Кольцовка» агрофирмӑн гендиректорне Наталия Ермолаевана, Карл Маркс ячӗллӗ кооператив бухгалтерне Надежда Зайцевана, райадминистрацин тӗп специалистне Денис Константинова, Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнчи оператора Елизавета Лесована тата выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехра тӑрӑшакан Татьяна Платонована, Г. Спиридонов хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Сергей Митрофанов механизатора наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

- Пирӗн пӗтӗм АПК организацийӗсен, вӑл шутра килти хуҫалӑхсен, умӗнчи выльӑх шутне ӳстерме кансӗрлекен чӑрмавсене пӗтерме пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

АПК аталантарас ыйтупа муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе ӗҫлӗ канашлу ирттернӗ вӑхӑтра кун пирки каланӑ Чӑваш Ен Ертӳҫи Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Тӗплӗнрех район администрацийӗн АПК организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пая 2-23-86 тата 2-14-17 телефонсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Ҫӗршывра «АПК аталанӑвӗ» программа хута кайсан атнарсем республикӑра чи малтан унпа усӑ курма пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Районти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов ҫитӗнтернӗ тухӑҫа уй-хиртен пуҫтарса кӗртес ӗҫ епле пулса пыни ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнӑ, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши, ҫавӑн пекех техника культурисене пухса илнӗ, ҫитес вӑхӑтра комбайнсем хӗвел ҫаврӑнӑш уйӗсене тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Администрацин АПК организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн тӗп эксперт специалисчӗ Сергей Васильев выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Вӑл паянхи кун та, канӑҫа пӗлмесӗр, обществӑлла ӗҫсене хутшӑнать, Канаш районӗнчи АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫин заместителӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

«АПК продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кайӑк-кӗшӗк какайне виҫӗ хут, ҫӑмарта 65 хут, ҫу культурисене 1,7 хут ытларах ӑсатнӑ.

В рамках регионального проекта «Экспорт продукции АПК» с территории Чувашской Республики отгружено почти в три раза больше мяса птицы, в 65 раз больше яиц птиц, в 1,7 раза больше масличных культур, чем за аналогичный период прошлого года.

Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/09/poz ... tnika-selj

Ветерансен тӗлпулӑвӗ Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн республикӑри конференцине хутшӑнма делегатсене суйланипе вӗҫленнӗ, унта Валерий Долгова, Юрий Александрова, Михаил Игошина тата Анатолий Петрова яма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Вырӑнти АПК ветеранӗсен канашне ертсе пыма хальхинче те Валерий Долговах шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Ларура ҫавӑн пекех районти АПК ветеранӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ тата организаци ӗҫне йӗркелесе пыракан яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Александр Самылкин вырӑнти АПК ветеранӗсен организацийӗн ӗҫне «лайӑх» хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Хамӑр ӗҫе Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн Уставӗпе килӗшӳллӗн йӗркелесе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех