Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай вӗсене апат тума кансӗрлесе ҫӳренӗшӗн хар! кӑшкӑрса тӑкма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, ҫапах хӑйне тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗрентет мӑрсасене, хӑйне манса кайнӑшӑн вӑрҫать, Сафа-Гирее Хусантан хӑваласа яма канашсем парать, ӑна хӑваласа ярасси никамран та мар, Тукайпа Сарыевран килет тейӗн ҫав!

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян ҫеҫ мар, мӗн ҫунса кайнӑранпа ҫапла чӗмсӗр тытать хӑйне.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтерчӗҫ! — арӑмне тавӑрса калас вырӑнне хӑйне икӗ аллипе те ҫӳҫрен ярса тытрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунпа пӗрле хӑйне хӑй ятларӗ: ҫав ҫӗлене алманчӑ туса хунӑ вӗт-ха ӗлӗк мӑрса, ӑна пуйма, хӑйне хирӗҫ вӑй пуҫтарма пулӑшнӑ!

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн мӑрса хӑйне такам пӗтӗм вӑйпа аяк пӗрчинчен чышнӑ пек йынӑшса илчӗ, вӑл аптӑранипе ҫийӗнчех ним тавӑрса калама та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай — хивре кӑмӑллӑ та тӳсӗмсӗр ҫын, вӑл хӑйне вӑрахчен кӗттернине юратмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хирӗҫ тухнӑ хӗрарӑм тарҫа вӑл хӑйне Чураппа кирлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Анчах эс хӑйне каласа ан пар.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйне ҫапла пӑтӑрмах тунӑ сунарҫа малти урипе пӗрре ҫапсах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ пулас, анчах кӑна тума унӑн вӑйӗ ҫитеймерӗ, вӑл Северьяна сӑхман аркинчен ҫаклатса илсе ҫӗре ӳкерчӗ те, касса янӑ йывӑҫ пек, ун ҫине йӑванчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне шӑтӑкра кам кӗтсе выртнине пӗлекен йытӑ пӗчӗк ача пек йынӑшрӗ, тапаҫланчӗ, анчах хӑрушӑ ҫӑткӑн кайӑк патне ниепле те кӗресшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйне паҫӑрхи пекех канӑҫсӑррӑн тытрӗ, виҫӗ кун апат ҫитермен пек, вӗҫӗмсӗр сунарҫӑсен куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла пӗрре мала кайса, тепре кая юлса ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хушӑра йытӑ ҫывӑхрах раснах хыттӑн вӗрсе ячӗ те хӑйне такам ҫыртнӑ пек нӑйкӑшса хуҫа патне таврӑнчӗ, хӳтлӗх шыранӑ пек, часрах ун ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуҫа паян хӑйне мӗнле ӗҫ хушнине чухласах ҫитереймерӗ пулас-ха: пакша е мулкач кӑлармалла-и унӑн сунарҫӑсем валли е ҫырма тӑрӑх упа шыраса каймалла?

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питӗ килӗшет иккен Нухрата ҫакӑн пек сӑпай пулни, хӑйне хӗрарӑмла именчӗклӗн тыткалани!

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— И-и, Урасмет! — хӑйне йӗкӗлтенӗшӗн пӗрре те ҫилленмерӗ Бурнаш.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫпа Нухрат чӑтаймарӗ, каччӑ чӑнах та хӑйне кӗтес пек, пахча хыҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туй пулассине кӗтсе пурӑнма, хӑйне ҫураҫнӑ пуян мӑрса ывӑлӗ ҫинчен шутлама кӑмӑллӑ, анчах юрату текен вӑйлӑ туйӑм, пӗтӗм чунтан ҫунни, арасланни, хӑпартланни ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне, паллах, — тет Иштерек.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех