Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Масар чавакан Лувений Катилинӑна ярса илме хӑтланчӗ, ҫавӑнтах хӑй те месерле кайса ӳкрӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна кукша пуҫӗнчен икӗ хутчен ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫапса илчӗ.

Могильщик Лувений, бросившийся на Катилину, упал навзничь у ближайшей стены, сраженный ударами мощных кулаков, которыми Катилина с быстротою молнии барабанил по его лысому черепу.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӑхсанах, вӑл римлянка маррине, чи начар йышши чура иккенне тавҫӑрса илме пулать.

Они явно свидетельствовали о том, что она не римлянка, а рабыня и ведет легкомысленный образ жизни.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара, Катилинӑна пуҫ тайса, Лутация эрех илме тухса кайрӗ.

И, поклонившись Катилине, Лутация ушла за вином.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ мана ырӑ сӗннӗшӗн питӗ тав тӑватӑп, чаплӑ Катилина, анчах эпӗ ҫав укҫана илме пултараймастӑп, ман ӑна йышӑнма юрамасть те.

— Благодарю тебя, о славный Катилина, за твое благородное намерение, однако я не могу, не имею права принять твой дар.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Влаҫа туртса илме пултаракан тата кам та пулин тупӑнӗ-ши вара?

— Найдется ли еще кто-нибудь, кто сумеет и захочет захватить высшую власть?

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юлашкинчен, Рим пуянӗ паллӑ спекулянт Марк Красс ҫак ӗҫе хӑй ҫине илме килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Гурьянов минӑсен тытӑмне пӗлмен, ҫавӑнпа вӑл вӗсен зарядне кӑларса илме те пултарайман.

Гурьянов не знал устройства мин и разряжать их не умел.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Шоферсем пӑрса илме ӗлкӗреймесен, пырса ҫапӑнма та пултараҫҫӗ.

И если шофёры не угадают, врежутся машины одна в другую.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Апат ҫинӗ чух шуррисем: — Ох, ҫав Буденный, мӗн тери вӑл паттӑр! Пирӗнпе вӑл мӗн чухлӗ ҫапӑҫрӗ! Буденнӑя хӑйне сӑнтан пӗлетпӗр, унпала пӗрре мар тӗл пулнӑ… Лашине те палласа илме пултаратпӑр, — тесе мухтанаҫҫӗ.

А белые солдаты за ужином хвастаются: «Ох, этот Будённый, какой он храбрый! Сколько он с нами воевал! Мы Будённого самого в лицо знаем, сколько с ним встречались… Даже коня его узнаем».

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Ҫӗршывшӑн тунӑ паллӑ ӗҫсемшӗн писателе Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Отечественнӑй вӑрҫӑн пӗрремӗш степенлӗ икӗ орденӗпе тата темиҫе медальпе наградӑланӑ; 1948 ҫулта «Грузири ҫуркунне», ятлӑ сӑвӑсен ярӑмӗшӗн, 1951 ҫулта «Икӗ юхӑм» тата «Пӗтӗм тӗнчери мир Совечӗн II конгресӗнче» ятлӑ сӑвӑсен ярӑмӗшӗн писатель каллех Сталинла преми лауреачӗн ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

За выдающиеся заслуги перед страной писатель был награжден орденом Ленина, орденом Красного Знамени, орденом Трудового Красного Знамени, двумя орденами первой степени Отечественной войны и несколькими медалями; в 1948 году за серию стихов «Грузинская весна», в 1951 году за серии стихов «Два потока» и «На втором Всемирном конгрессе мира» писатель снова заслужил звание лауреата Сталинской премии.

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Хайхискерсем тинех мӑкӑртата-мӑкӑртата какай илме тухса кайнӑ.

Наконец они пустились в путь.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ, унӑн ывӑлӗ тата Айкига, ман аннем, унӑн арӑмӗ ялта какай нумай чухне хамӑра кирлӗ чухлӗ какай илме тивӗҫлӗ.

И потому справедливо, чтобы я — его сын — и Айкига — моя мать и его жена — не терпели нужды в мясе, пока оно имеется у племени.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Вӑл кунсӑр пуҫне те чылай мӑкӑртаткаларӗ, ӑнланса илме ҫук ҫыхӑнусӑр пуплевсемпе хӑйӗн амӑшӗ ҫинчен, хӗвеллӗ Калифорни ҫинчен, апельсин вӑрманӗсемпе чечексем ӑшӗнче ларакан тӑван ҫурчӗ ҫинчен те чылай калаҫрӗ.

Он бормотал что-то бессвязное о своей матери, о Южной Калифорнии, о домике среди цветов и апельсиновых деревьев.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл каллех шухӑшлама, аса илме пултаракан ҫын пулса тӑчӗ, вӑл каллех «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗпе» ӳпӗнтернӗ кимӗ айне пытарса хӑварнӑ япаласем ҫинчен шухӑшла пуҫларӗ.

Мысли у него прояснились, и он опять думал о Стране Маленьких Палок и о своем тайнике у реки Дез.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хутаҫӗ пысӑк мар, ӑна икӗ ывӑҫ тупанӗпе ҫавӑрса илме пулать.

Мешочек был невелик, он мог поместиться между ладонями.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

«Кирпӗч шуйттанӗсем, вӗрентетӗп эпӗ сире революци ирттерме», — ҫапларах пуплекелесе Гусев сарнӑ тӳремри чул плитасене хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑларма, кӗпесене хӑйӑр тултарма, йывӑҫсене касса пӑрахма, алӑксене сӳсе илме вӗрентет.

«Научу я вас революции устраивать, черти кирпичные», — говорил Гусев, показывая, как нужно выворачивать плиты из мостовой, валить деревья, срывать двери, набивать рубашки песком.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтессе туйса Шуррисем ҫав куна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.

Белые поняли, что гибель мира близка, и стали готовиться к ней.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗрисем Усалӑн вӑрлӑхне кӑларса илме май ҫуккине евитлеҫҫӗ, пуррилӗхе туса хуракан пӗртен пӗр вӑй усал тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Одни не видели возможности вынуть семя зла и говорили, что зло есть единственная сила, создающая бытие.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл хӗрлӗ ҫапӑҫуҫӑсене Земзе хӗрӗсене илме хушать.

Он велел красным воинам взять себе девушек Земзе.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ҫапӑҫуҫӑсен шутласа кӑларайми ҫарне пуҫтарать те хулана ҫӗнсе илме тухать.

Он собрал бесчисленные толпы воинов и пошёл воевать город.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех