Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ав сăмах пирĕн базăра пур.
ав (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав хӑш еннелле пӑратӑн эсӗ…

— Вон ты куда…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн килте ав, ытти ҫулсенчипе танлаштарса пӑхсан, тырӑ ҫурри ҫеҫ акса тӑваҫҫӗ.

Мои вон спротив энтих годов в половину хлеба сеют.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах вӑрламасть ав.

А вот не ворует.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Шӑлаварсем те анса ларакан пулчӗҫ ав

— Шаровары вон не держутся…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Крючкова, ав, штабра хӗртӗнсе ларнӑшӑнах виҫӗ хӗрес ҫакса янӑ.

 — Крючкову вон три креста навесили за то, что при штабе огинается.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упӑшка ав — ҫулталӑк килте ҫук!..

Мужа — его вон год нету!..

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил-ха кунтарах, кур ав, — терӗ вӑл, уҫса хунӑ алӑк ҫине хуняшшӗн хулпуҫҫийӗ айккипе вӑрӑ пек чалӑшшӑн пӑхкаласа.

Подойди-ка, глянь, — говорила она, перегибаясь набок и воровски, из-за плеча свекра, поглядывая на распахнутую дверь.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хӑй ав вӑкӑр пӳри чыхса тултарнӑ яшка лаккаса пурӑнать…

— Он из бычиных почек щи лопает…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку мӗн ав? — кӑтартрӗ Григорий ура айӗнче кӳлленсе сарӑлнӑ мӑшкӑлтӑк шӗвек ҫине.

Это что? — указал Григорий на расползавшуюся под ногами мутную жижу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кун пирки Мишка Кошевой та, ав, ҫатан ҫинчи автан пек авӑтса ҫӳрет.

 — Об этом Мишка Кошевой, как кочет с плетня, трубит.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Патне ҫитнӗ ав.

 — Дошел до краю.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑпчӑксем ав — юрӑҫсем, Чӗкеҫсем — чӑн улӑпсем, Ула такка — ҫара пакка, Кӑсӑя — тиек, Сала кайӑк — теҫетник…

Соловушки — музыканты, Касатушки — великанты, Чернопуз — голопуз, Синичка — сборщик, Воробей — десятник…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑмӑрт кайӑк — тӳре, Ват хӑлат ав — майор.

Вот орел — государь, Вот и коршун — майор.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Куратӑн… ав, мӗнле… — темскер калас тесе пуҫланӑччӗ Иван Алексеевич; анчах ҫав самантра Лиховидов пичӗ ҫинчи шӑнӑрсем хыттӑн туртӑнса хутланчӗҫ.

— Вот… видишь как… — начал Иван Алексеевич, пытаясь что-то сказать, но лицо Лиховидова пронизала судорога.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ав суран уҫӑлчӗ ман, урӑх утма ҫук.

В результате — рана открылась, и я не могу идти.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суворов — вӑл та ав ҫавна тӳссе курнӑ…

Суворов — и тот испытал на себе…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлет пирӗнтен никам та ҫав шухӑшсене килӗштерес ҫуккине, ӑш-чиккине, ав, пур пӗр тем пирки тавӑрса кӑтартрӗ.

Знает, что взглядов этих из нас никто не может разделять, а для чего-то разоткровенничался.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Лере, ав, наступлени пырать, эпир кунта эрнере пӗр обойма персе пӗтерместпӗр.

 — На чистом наступают, а мы тут за неделю по обойме расстреливаем.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирӗн ҫӗр пӳртрех ав — ырлӑх ҫарран ҫӳреме пулать.

В нашей землянке — красота: босым можно ходить.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ав епле эсӗ халӗ! — терӗ генерал.

Вот ты теперь каков! — сказал генерал.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех