Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн, юратӑвӑршӑн тата хӑвӑр ертсе пыракан коллектива ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑшӑн тав, - палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева хӑйӗн салам сӑмахӗнче. - Паян кунта пухӑннӑ кашни хӗрарӑмра мӗн те пулсан пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑраканни пур. Эсир пирӗн республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑр, ҫавна кура ачасен, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне интереслӗрех те лайӑхрах тӑватӑр».

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

2015 ҫулхи тишкерӳ хулари ҫынсем ялтисенчен лайӑхрах апатланнине кӑтартать.

Обследования в 2015 году показало, что жители города лучше питаются, чем сельские.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пурте пӗрле яланах хастар пулар, паян ӗнерхинчен лайӑхрах тӑрӑшар, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерсе ҫитӗнӳ тӑвар.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Таварсен, производствӑсен тата пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи тупӑшуллӑ хутшӑнупа, пӗр-пӗринпе лайӑхрах ӑмӑртассишӗн пурнӑҫлакан мероприятисен планӗн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене палӑртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗтӗмлетсе каласан - районӑн производство кӑтартӑвӗсем ӳсӗмлӗ, 2014 ҫулхинчен лайӑхрах ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Ун чухне ку тӑрӑхра ҫынсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнатчӗҫ, - аса илет иртнине Григорий. - Кӗтӳҫсене те лайӑх ҫитеретчӗҫ. Ҫавна май эпӗ, типшӗмскер, кӑштах ӳт хушрӑм, ҫитменнине ӳсрӗм те».

«В то время люди в этой области лучше нас жили, — вспоминает прошедшее Григорий, — И пастухов хорошо кормили. Поэтому я, худой, немного прибавил в весе, к тому же и подрос малость».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Лайӑхрах пӑхатӑп: шӑлавар вӗҫӗн сӳсленчӗкӗсем кӑна вӗҫкелесе тӑраҫҫӗ.

Смотрю повнимательнее: только обрывки брюк летают.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех