Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.И возвратился к ним, и говорил с ними, и, взяв из них Симеона, связал его пред глазами их.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.И сказал фараон всем Египтянам: пойдите к Иосифу и делайте, что он вам скажет.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӳҫне кастарнӑ, тумтирне улӑштарнӑ, унтан фараон патне пынӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек; 2. акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ; 3. акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ; 4. начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та курнӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ.6. И пришел к ним Иосиф поутру, увидел их, и вот, они в смущении.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ вӗсем патне Иосифа тӑратнӑ, вӑл вӗсене пӑхса тӑнӑ.4. Начальник телохранителей приставил к ним Иосифа, и он служил им.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Арӑмӗ каланӑ сӑмахсене: «санӑн чуру мана ҫапла турӗ» тенине илтсессӗн, Иосиф хуҫи тарӑхса кайнӑ; 20. хуҫи Иосифа тытнӑ та патша хупса лартнӑ ҫынсем патне тӗрмене хуптарнӑ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйне вӗлерме илсе тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йывӑр ҫын пултӑм, тесе калама ҫын янӑ.25. Но когда повели ее, она послала сказать свекру своему: я беременна от того, чьи эти вещи.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупаймарӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр ҫын пулнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иуда ун патне пынӑ та каланӑ: эпӗ сан патна кӗрем, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл хӑй ҫийӗнчи тӑлӑх арӑм тумтирне хывса пӑрахнӑ та, пӗркенчӗк пӗркенсе, Фамнӑна каякан ҫул ҫинчи Енаим хапхи патне тухса ларнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касакансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ.Иуда, утешившись, пошел в Фамну к стригущим скот его, сам и Хира, друг его, Одолламитянин.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫыннин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ.2. И увидел там Иуда дочь одного Хананеянина, которому имя: Шуа; и взял ее и вошел к ней.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӑна йӑпатма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑннӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32. унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.