Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коткосен килӗнче хӑтана ӑсатма хатӗрленме те тытӑнчӗҫ.
XIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ӑсатма пӑрахрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чирлӗ ҫынсене пролива ҫити ӑсатма Карпов хӑй ирӗкӗпех килӗшрӗ.Карпов добровольно вызвался сопровождать заболевших людей до пролива.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батурин пограничниксемпе ҫынсене ӑсатма ҫитрӗ, ҫара каякансене парнелеме ҫар тумтирӗсем илсе килчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эсир Мерзлякова Новинска ӑсатма хушнӑ, — пӳлчӗ Рогов.— Вы распорядились отправить Мерзлякова в Новинск, — перебил Рогов.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах поручике вӑрҫа ӑсатма тивӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем патне мӑнтӑр манах, Мардарий атте, пынӑ та Никитӑна монастыре ӑсатма кирли ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшнӑ, темле устав тӑрӑх унӑн, епле пулсан та, унта вилмелле тата ӑна унтах пытармалла пулнӑ иккен.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамоновӑн старике масар ҫине ҫити ӑсатма кӑмӑл пулнӑ, вӑл рабочисем лӑках тулнӑ чиркӗве кайрӗ, темшӗн сасартӑк пупран тухса таҫта кайнӑ лӑпкӑ Глеб вырӑнне йышӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ Александр пуп ҫиЛлессӗн служить тунине итлесе тӑчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑнӗпе вӑл повар тӗслӗ, тумӗпе вилнӗ пуян ҫынсене масар ҫине ӑсатма тара тытакан факеллӗ ҫынсенчен пӗрин тӗслӗ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫывӑрса тӑранайман тӑванӗсем ӑна ӑсатма апатланмалли пӳлӗме — кухньӑпа юнашарскерне — пухӑнчӗҫ: вӗсем пурте питӗ салхуллӑн ларчӗҫ, асӑрханарах калаҫрӗҫ, вӗсенчен пӗрин те Никитӑшӑн чӗререн тухакан пӗр ӑшӑ сӑмах та пулмарӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей хӗрсене ӑсатма кайрӗ-и?
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ыран ху патӑнтан каякан машинӑсемпе ытлашши трубасене пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑсатма пулать.С теми машинами, что пойдут от тебя завтра, можно сразу отправить почти все лишние трубы.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун патне мана малтан вӗҫсе каякан самолетпа Краснодара обкома доклад тума ӑсатма хушса янӑ радиограмма килчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑрмана килнӗ ҫынсен хушамачӗсене ҫырса тухрӗҫ те, Федоренко вӗсене хӑйӗн чи ҫывӑх лагерьне ӑсатма хушрӗ.Пришедших с нами людей переписали по фамилиям, и Федоренко направил их в свой ближайший отряд.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Петр Романович тӗрмене лекме пултаракан подпольщиксене ҫемйисемпе икӗ кун хушшинче пурне те вӑрмана ӑсатма хушрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсене шыраса тупма, хӑш-пӗрне вӑрмана ӑсатма мерӑсем йышӑнтӑм ӗнтӗ.Я уже принял меры, чтобы разыскать их и отправить, когда нужно, в лес.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
«Нинӑна» та вӑрмана ӑсатма тивет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫав кунах тепӗр сборнӑй пунктран нимӗҫсем арестлеме пултарнӑ подпольщиксене вӑрмана ӑсатма хатӗрленнӗччӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Эпир Людмилӑна вӑрмана ӑсатма хатӗрлентӗмӗр, проводник та уйӑрса патӑмӑр, анчах вӑл, килте ӗҫсем пур тесе, ниепле те тухса каяймасть, пӗрмай ырана хӑварать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Людмилӑна арестлеме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫемйине вӑрмана ӑсатма тархаслать, терӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.