Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ пуҫлансан, ялти чылай ытти ачасемпе пӗрлех, Укахви те шкула ҫӳреме пӑрахрӗ: Тӑван ҫӗршывшӑн хаяр вӑрҫӑ пынӑ чух, пӗтӗм халӑх мӗнпур вӑй-халне тӑшмана пӗтерме панӑ чух кунсерен улт-ҫич сехет шкулта, икӗ сехет ҫул ҫинче, юлашкисене — кӗнеке ҫинче ларса ирттерме намӑс пекчӗ Укахвие.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Авӑ, ҫынсем те ҫӳреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Канӑҫсӑр шухӑшсемпе ҫӗр варринчех сике-сике тӑма та кунӗпе хырӑм выҫнине туймасӑр пӳлӗмре ларма та, аллипе клавишсем ҫине хунипех пӗр нота тӗкӗнсе пӑхмасӑр, ӗмӗтсемпе тӗлӗрсе, шухӑшсӑрлӑхра ҫӳреме те пултарать ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эльвира килтен тухнӑ чухнехи пек хавасланмарӗ, чӗнмесӗр пычӗ, Георгирен аяккарахра ҫӳреме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пирӗн вӑл питех тухса ҫӳреме май килмест ҫав.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Эпир тухнӑ ҫӗре трамвай ҫӳреме чарӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Библиотекӑна ҫӳреме пӑрахрӗ тет кӗнекесем нихӑҫан та тавӑрса парайманнипе.

Говорят, он перестал в библиотеку ходить из-за того, что забывал возвращать книги в срок.

Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437

Вара кӳршӗллӗ туссем пӗр-пӗринчен аяккарах ҫӳреме пуҫланӑ тет, унтан пачах та калаҫма пӑрахнӑ тет.

Подружки-соседки начали друг друга избегать, а потом и совсем общаться перестали.

Хуйхӑ суханӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/336

Ҫапла туни пӗр-пӗр ялта сасӑламалли пӳлӗм ҫук е ҫынсене сасӑлама пырса ҫӳреме транспортпа тивӗҫтерме те йывӑр пулсан йӗркелеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлавра пурин те сыхлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/sasalavra-purin-t ... malla.html

Музей йӗркелекен куравсене кирек хӑҫан та тӳлевсӗрех кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Кунпа пӗрлех район администрацийӗн ятарлӑ хушӑвӗпе ҫак тапхӑрта Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ҫапӑҫусене хутшӑнакан ентешсен ачисем Элӗкри «Хӗлхем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне те тӳлевсӗрех кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Кӗркунне механизаторсен курсне ҫӳреме тытӑнчӗҫ те, ҫуркунне хӗрарӑм-механизаторсен бригади ӗҫле пуҫларӗ хӑмла пахчинче.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Эппин, вашлаттарса утӑ ҫулас чух, харӑссӑн тӑрса тырӑ вырас чух ӑна-кӑна чухламан ӑҫтиҫук этем ҫеҫ таҫта ютра ҫӳреме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ачаллӑ пулсан, ватӑ кӗтӳҫ тӳрех ҫурт-йӗр ҫавӑрчӗ, выльӑх-чӗрлӗх туянчӗ, сад чӗртрӗ, ҫапла ялтан яла ҫӳреме, паян пӗр килте, ыран тепринче ҫӗр каҫма пӑрахса, Вернеҫ ҫынни пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Эсӗ шутсӑр ӗҫлӗ тесе, никампа хутшӑнмасӑр ҫӳреме пултараймастӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Малашне те таптатӑп: неччу ҫул ҫинче сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эрне иртрӗ, эрне хушшинче пӗр каҫ та уҫӑлма тухмасӑр сиктермерӗм — ҫапах та кашнинчех пӗр-пӗччен ҫӳреме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ, сӗтел патӗнчен пӑрӑнса, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫук, капла юрамасть, мӑй ҫыххи туянса, алӑ вӗҫҫӗн ҫавӑтса ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Питех те кӑмӑллӑ пулас хӑйне хуҫипе пӗрле ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех