Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман ҫӗҫҫи ҫивӗччӗшне чӗрӗ хӑва хулли ӑшне ҫӑмӑллӑн кӗрте-кӗрте ярса тата юнашарти ҫынсем калаҫнине итлесе, ӗнерхи пухӑва аса илет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӑмӑллӑн вуламалла ҫыракан ҫынна уйӑрса лартӑр та задани парӑр: кашни кун ирех сводка ҫырса ҫаптӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тилхепе тытса пыракан Липа лашана хӑваламарӗ те, лаши килелле ахалех, ҫӑмӑллӑн юртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Грави сарнӑ ҫул тӑрӑх трантас ҫӑмӑллӑн пырать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тӗкме урлӑ мӗнле ҫӑмӑллӑн сиксе кӗнӗ, ҫавӑн пекех маттуррӑн каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлташсем, пире фронтовиксем ҫапла каласа ячӗҫ: тӑшмана ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерессе шанса ан ларӑр, фронта мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑр, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь малтанхи пекех ҫӑмӑллӑн кӗреймест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак тата, фронтовик пӳртре мунча кӗме шут тытнӑ! — ҫӑмӑллӑн каларӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ яла пӗрлештерсе тӑракан карлӑксӑр кивӗ кӗпер урлӑ хӗр утса мар, чупса каҫрӗ, урисем ывӑннине туймасӑр, тем ҫӳлӗш сӑрта ҫӑмӑллӑн хӑпарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир халӗ нумай ӗҫе ҫӑмӑллӑн пурнӑҫлама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шыравҫӑсем – слетра // Иван Филиппов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%88%d1%8 ... %80%d0%b0/

Вӑл кирек кампа та ҫӑмӑллӑн паллашма пултарнине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Ҫамрӑк мар ӗнтӗ вӑл, пуртӑ-кӗреҫе ӗлӗкхи пек ҫӑмӑллӑн вылянмасть алӑсенче.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫӑмӑллӑн эхлетсе илсе ӑна хӑлха чикки тыттарчӗ те, Урасмет сӗтел патне ҫитсе ҫапӑнса урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ хӑйӗн тусӗсем пирки кун пек ҫӑмӑллӑн калаҫса татӑлассине кӗтменччӗ, вӑл Тукай мӑрса таркӑнсем ҫинчен илтсенех урса кайса ӑна тӳрех хупса лартать пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Авӑн уйӑхӗнче лӑпланатӑр, ҫӑмӑллӑн сывласа яратӑр та каллех хӑвӑр пекех пулатӑр, ҫын телейне ӑмсанма пӑрахатӑр.

Но в сентябре они расслабятся, выдохнут и снова станут сами собой, перестав завидовать чужому успеху.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗншӗн питӗ ӑнӑҫлӑ эрне пулма пултарать, анчах ӑнӑҫу ҫӑмӑллӑн килмӗ, ӑна ҫӗнсе илме тивӗ.

Эта неделя может стать очень благоприятной для вас, но успех не придёт к вам легко, за него придётся побороться.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыйтусем ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт татӑлӗҫ.

Проблемы начнут решаться легко и без проволочек.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑмӑллӑн сывласа ярӑр.

Спокойно выдохните.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хатӗрленӗр: пур ыйту та эсир кӗтнӗ пек ҫӑмӑллӑн татӑлмӗ.

Приготовьтесь к тому, что не все вопросы будут решаться так легко, как вам бы хотелось.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрсем тинех ҫӑмӑллӑн сывлама пултараҫҫӗ.

Наконец-то Девы могут немного выдохнуть.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех