Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан аллуна ҫыхса янӑ мар-и? — асӑрхарӗ вӑл сасартӑк.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре васкамасӑр чӗлӗм туртать, Кӗтерне пански ҫыхса ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхарах ҫитсен ҫакна асӑрхама пулать: ҫыннӑн сулахай ури чӗркуҫҫирен хуҫланмасть те, ӑна тӳрӗ хӑма татӑкӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах хӗр именни куннинче те унӑн шухӑшӗпе ӗмӗтӗнчен вӑйлӑрах пулчӗ, вӑл хӗр чӑрсӑрлӑхне пӗтӗмпех ҫыхса тӑлларӗ, Укахвие Галимджансен пӳрчӗ ҫине пӑхтармасӑр урампа вӗҫӗмсӗр малалла хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем ӑшӑ япаласем ҫыхса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мобилизаци йӗркеллӗ иртнӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d0%bc%d0%b ... 82%d0%bde/

Ваттисем ӑна темиҫе ҫамрӑка нухай эшкерӗсен аллинче курни ҫинчен, вӗсене ҫыхса пӑрахса тыткӑна илсе кайни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хирӗҫместӗп, алӑсене те ҫыхса лартма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫӗ витӗр мар пулсан та шыраса тупнӑ ӑна мур карчӑкӗ, пӗр якатмасӑр-тумасӑр, ҫӳп-ҫапран тасатмасӑр ҫыхса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл час-час ҫакна ҫыхса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ача тесен иккӗшне ҫыхса, пӗрлештерсе тӑракан ача та пулин ҫук вӗсен.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урама пӗр ҫын та тухмарӗ, ача-пӑча ҫеҫ мар, мӑннисем те хапхисене питӗрсе, карта алӑкӗсене пӑявпа ҫыхса лартса тӗрлӗ ҫӗре тарса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Яковлев Анатолий Григорьевича ҫак пулӑмпа ӑшшӑн саламласа хӗрлӗ хӑю ҫыхса ячӗ, хисеплӗ ята тивӗҫнине ҫирӗплетекен удостоверени пачӗ, ял аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Ҫӗклесе илеҫҫӗ те кантрапа наччас йӗнер ҫумне кӗлте ҫыхнӑ пек ҫыхса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешсем ӑна ярса тытнӑ та ҫавӑнтах ҫыхса пӑрахнӑ, мӑшкӑллама тапратнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах вӗсем улача кӗпе тӑхӑннӑ ҫынна ҫыхса пӑрахрӗҫ те, вут сыппине сӗтӗрсе кайнӑ пек, таҫта айккинелле сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗрхеннипе эсир мана ҫыхса пӑрахса Атӑла ывӑтӑттӑр та — вӑйӑр ҫитмест!

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам хушрӗ сана хакима ҫыхса Хусана илсе килме?

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗнпе юлнӑ ҫыннисене Юнуспа Урасмета ҫыхса пӑрахма хушрӗ, хӑй кирлӗ ҫӗре хурал тӑратса тӗпелти ҫемҫе вырӑн ҫине ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫӑм тутӑрӗ айӗнчи ҫӳхе явлӑкне туртса антарчӗ те унпа Северьян пуҫне ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех