Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнчи (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Валтиел ҫумӗнчи Эпрахиль юпи патне мӗншӗн пынӑ вӑл? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑ хӗвел ҫак тертлӗ Чӑваш ҫӗрӗнчи сӗм вӑрман варрине вырнаҫнӑ пӗчӗк ҫӗрпӳрте те, ун ҫумӗнчи тимрӗҫ лаҫҫине те манса хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей унӑн пушӑ вӗҫне ҫӗклерӗ те кӑнтӑралла тӑсса кайса, сарай ҫумӗнчи тӑлӑххӑн тӑракан юпа тавра ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унталла та пӑхрӗ карчӑк, кунталла та пӑхрӗ, юлашкинчен хай ампар ҫумӗнчи пӗренерен ҫыхса хунӑ вӗрен татӑкне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантерӗн Килтеш ҫумӗнчи шыварманне виҫҫӗмӗш хут татса кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Атӑлӑн ҫумӗнчи чӑвашсем Ыйтасшӑн патшаран ҫаранлӑ утравсем: Вырӑс улпучӗсем туртса илнине, Тата мӑнастирсем ҫӑлса пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Туризм комитечӗ ҫумӗнчи эксперт советне саккунсен икӗ пуҫарӑвӗпе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пуҫарупа тухнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%b8%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫумӗнчи браунинга та илме манмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тарас ҫумӗнчи флягине уҫать те юлташӗн пуҫне кӑштах ҫӗклет, вара флягӑри шыва майӗпен ун ҫӑварне ярать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ытти партизансене вилнӗ фашистсен ҫумӗнчи автоматсене, патронсене пуҫтарма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Партизансем вӗсен ҫумӗнчи хӗҫпӑшалсене пурне те туртса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк, хӑй ҫумӗнчи пиччӗшӗ ҫуккине асӑрхасан, вӑл ӑҫта кайнине ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, амӑшӗ ывӑлне татах ҫывӑрма хушрӗ, Кирукпа Федя кӑнтӑр тӗлне сунартан таврӑнаҫҫӗ тесе лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӳпенелле ҫӗкленнӗ хӗвел ачасен ҫан-ҫурӑмне ӑшӑ кӑмака ҫумӗнчи пек пӗҫерте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӳме ҫумӗнчи хурлӑхан тӗмӗ кутне лӑпчӑнса ларчӗ, килкартинче нимӗнле сас та илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, пӗр тапхӑр чӑрӑш тӗмӗ ҫумӗнчи курӑк ҫинче канса выртнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн шӑллӗне шырама кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ сылтӑм ретре чӳрече ҫумӗнчи ларкӑча йышӑнма ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Ҫук, ҫук, ҫук, — ӑшпиллӗн хыпӑнса, стена ҫумӗнчи тукмаклӑ сехет маякӗнчен те хастартарах сулкаласа илчӗҫ аллисене пурте харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Анчах ватлӑх тунсӑхӗллӗ, кичем, тӗссӗр шӑплӑха путнӑ пӳртре, стена ҫумӗнчи ҫур ӗмӗр каяллах туяннӑ тукмаклӑ сехет таклаттарнисӗр пуҫне, никам та, нимӗн те сас памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Кресло ҫумӗнчи пиҫиххисемпе ҫыхӑнӑр!» — илтӗнчӗ салонри радиопа стюардессӑн чӑнкӑр-чӑнкӑр ешӗл сасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӑварти протез ҫумӗнчи ӳт хӗрелсе, епресе кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех