Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятӑмӑр (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир хӑваласа ятӑмӑр.

— Мы отогнали.

Пурте урӑхла // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Шыв патне пытӑмӑр та ахлатса ҫеҫ ятӑмӑр: кӗпере, чун иллисем, бомба пӑрахса аркатнӑ.

Подошли к реке и ахнули: разбомбили мост фашисты проклятые.

Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Шаларах кӗтӗмӗр, ахлатсах ятӑмӑр: пӑхатпӑр, ӗнесем тискерленсех кайнӑ.

Зашли мы в лесок и ахнули: видим, стадо одичавшее.

Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Мӗн тетӗн? — пӗр сасӑпа кӑшкӑрса ятӑмӑр эпӗр, Ветровпа иксӗмӗр.

— Как! — в один голос воскликнули я и Ветров.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эпӗр тӗттӗм ҫӗртех, алӑ сӗмӗпех, унӑн суранне ҫыхкаласа ятӑмӑр.

Мы в потемках на ощупь устроили ему перевязку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Виҫсӗмӗр те чупса пынӑ ҫӗртех пере-пере ятӑмӑр.

Мы трое выстрелили на бегу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Шакал каланӑ: «Мӗншӗн вӑй ҫитейми ӗҫ тума хушатӑн? Эпир ӗлӗкхи патшана та вӑй ҫитейми ӗҫ тума хушнӑшӑн хӑваласа ятӑмӑр», — тенӗ.

А шакал и говорит: «Так зачем же ты приказываешь, чего нельзя сделать? Мы и первого царя за то прогнали, что он приказывал то, чего нельзя делать».

Слонпа шакалсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпир ҫул ҫине пырса тухрӑмӑр, йӗлтӗрсене хамӑр хыҫран кӑкарса ятӑмӑр та ҫулпа кайрӑмӑр.

Вышли мы на дорогу, привязали лыжи за собой и пошли по дороге.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтан кайран эпир тата начартарах пурӑна пуҫларӑмӑр: лашамӑра та, юлашки сурӑхӑмӑрсене те сутса ятӑмӑр.

После этого мы стали еще беднее жить; продали лошадь и последних овец.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ каларӑм: «Ӗнер асаттене пӗр ҫамрӑк амаллӑ вӗлле тупса патӑм, ҫавӑншӑн вӑл мана пыл ҫитерчӗ; паян тата эпир унпала вӗллене хурт ятӑмӑр», — терӗм.

А я сказал: «Он за то мне дал меду, что я ему вчера нашел улей с молодыми матками, а нынче мы с ним рой сажали».

Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пирӗн пата ҫитерехпе эпир ӑна: «Кустар-ха пӗрре!» — тесе кӑшкӑрса ятӑмӑр.

И когда он подъезжал назад, мы закричали: «Ну, теперь проскачи!»

Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Камӑн салтака каймалла тесе, эпир пиччепе шӑпа ятӑмӑр.

Стали бросать жеребий.

Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Акӑ эпир ӑна суллантарса ятӑмӑр.

Мы качнули.

Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сыснана вӑрмантан сӗтӗрсе кӑлармашкӑн эпир ӑна лаша хӳринчен ҫыхса ятӑмӑр, Булькӑна лаша ҫине хутӑмӑр.

Кабана привязали к хвосту лошади, чтоб вывезти из лесу, а Бульку положили на лошадь.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрре ҫапла ӑна упана вӗскӗртсе ятӑмӑр.

Один раз его пускали на медведя.

Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пурте, калаҫса татӑлнӑ пек, расах персе ятӑмӑр: тына пӑрӑвӑр кунта, чӑнахах та кунта, пӗлсе килнӗ, килти пек пулӑр, иртӗр тӗпелелле, терӗмӗр.

Все, будто сговорившись, разом выпалили: здесь, мол, ваша телка, забрела на наш двор, к столу пригласил, так все и порешили.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хамӑр ҫарсен отрядне каҫарса ятӑмӑр.

Отряд наших войск переправили.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Эпир вӗсене ҫул ҫинче лартса ятӑмӑр

Мы их на дороге подсадили…

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эпир аллӑ километр хушши вӑрман урлӑ тухрӑмӑр та, хирте ҫул тулсан ҫӑмӑллӑнах сывласа ятӑмӑр.

Мы вышли из леса, который, не прерываясь, преследовал нас уже пятьдесят километров, и легко вздохнули, нащупав на поле дорожку.

Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Разведка ятӑмӑр, обоза Койтовски еннелле кайса уйрӑм приказ пуличчен хатӗр тӑма хушрӗҫ.

Послали разведку, и обоз получил приказание эвакуироваться в Контокки и держаться наготове впредь до особого распоряжения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех