Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак ятпа кун ҫути курнӑ кӗске кинофильма Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думинче пахаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Кӑна Ҫӳлтикасси ялне асӑннӑран (вӑл ятпа эпир халь те Ойкасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр ялсене калатпӑр…), Сухати Йӑршшу юханшывӗпе юнашар иртнине каланӑран палӑртма май пур.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Сана унта ача ҫуралнӑ ятпа саламларӗҫ — эпӗ ӗҫмеллиҫимелли туянтӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эп ҫапла шутлатӑп: Улӑп-вундеркинд ҫуралнӑ ятпа пӑртак сыпмалла мар-и тетӗп? — шӑлавар кӗсйинчен коньяк кӗленчин пуҫне кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав ятпа ӑна ылтӑн сехет пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Юрататӑн пулсан пӗр пытармасӑр кала-ха: сирӗн редакцире ӗҫлекенсенчен Тукмак Тукмаков ятпа хӑшӗ фельетонсем ҫырать?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӑшӗ ҫав ятпа ҫырать сирӗнтен, хӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫырӑва Караньялов сирӗн ятпа ҫырнӑ, унпа халь мӗн тӑвас тетӗр? — ыйтрӗ манран Паланов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав ятпа хаҫатра хутран-ситрен фельетонсем пичетлетӗп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ман ятпа пӗрер черкке ярӑнтарӑр та — ҫитет, — тесе шофер кабина алӑкне шартлаттарса хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Икӗ хурӑнташ тӗл пулнӑ ятпа шаклаттарса ӗҫӗпӗр, — стаканне ҫӗклерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Павӑлпа Испуханов юман каска ҫине ӗшенчӗклӗн ларчӗҫ, ӗҫ пӗтернӗ ятпа пирус чӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи энергосбыт компание 65 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Ҫавӑнпа та вӑл тӑван литературӑ историне ырӑ ятпа кӗрсе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Усалсем, ан тив, урӑх ятпа ҫӳреччӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсене ятпа чӗнме тӑрӑшать, кашни ӗҫшӗн турӑ ячӗпе тав тӑвать, хӑй пӗлмен япаласене ыйтса тӗпчеме пӗрре те вӑтанмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ахмар килет! — икӗ ятпа та чӗнсе саламларӗҫ чӑвашсем хӑйсен ҫарпуҫне.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтӑр ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫак ятпа ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑ пиркиех эсӗ Савантер ятпа пурнан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех