Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнашарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт стенипе юнашарах ӳсекен тӗмсенчен ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.

Благоухали кусты, росшие под стеной дома.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Пӳлӗме — Кадудар пичӗпе юнашарах — электричество эманацийӗн курӑни-курӑнми тӗтӗмӗпе пӗрле витӗр курӑнакан юртан йӑваласа тунӑ евӗр пысӑках мар ҫутӑ шар кӗчӗ.

Небольшой светящийся шар, скатанный как бы из прозрачного снега, в едва уловимом дыме электрической эманации, вошел в комнату — мимо лица Кадудара.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Аттисем юнашарах; вӑл вӗсене выртнӑ хальлӗнех туртса тӑхӑнчӗ, кравать урине тупса ҫӗкленчӗ, ларчӗ те тумланма пикенчӗ.

Сапоги лежали возле него; он, лежа, натянул их, затем, поймав ножку кровати, — встал, уселся и принялся одеваться.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Унпа юнашарах, ҫурӑмӗ ҫинче, — Полина, вӑл пуҫне кӑштах арҫын еннелле пӑрнӑ; Шамполиона Полина куҫӗсем хупанкисем витӗр сисӗни-сисӗнми ҫиҫнӗн туйӑнчӗҫ.

На спине же, рядом с ним, лежала Полина, слегка повернув к нему голову, и ему показалось, что сквозь тени ее ресниц блестел взгляд.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Халӗ те ӑнланмасӑр — Рене малтанхи пекех Шамполионпа юнашарах утать; сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, уттине йывӑррӑн хӑвӑртлатрӗ, мӗншӗн тесен Шамполион чупмах пуҫларӗ темелле.

Все еще не понимая, она по инерции продолжала идти рядом с ним, задыхаясь и с трудом ускоряя шаг, так как Шамполион шел все быстрее, почти бежал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ура сасси хулленрех те хулленрех илтӗнет, юлашкинчен ҫын утма чарӑнчӗ — Анни патнех пырса тӑчӗ; йӑл куллине сирмесӗр Аннипе юнашарах тӑрать; хайхискер яланах кунта пулнӑ, кунта тӑнӑ тейӗн, — Анни шартах та сикмерӗ, каялла та чакмарӗ.

Шаги его становились все тише, наконец, он остановился; продолжая улыбаться, Анни взглянула на него, не вздрогнув, не отступив, как будто он всегда был и стоял тут.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Ҫул ҫинче тормоз площадкисем уҫӑлкаларӗҫ пулин те — вӑл унта та тӳрленсе тӑмарӗ; ҫурӑмӗ ҫав тери ыратать; юлашкинчен тинех сарлакан уйрӑлнӑ рельссен тӗлӗнчи пушӑ вырӑна тухрӗ; кунта, ҫывӑхрах, алӑксӑр пӗчӗк будка: шалта ҫурта тӗпӗ ҫунать; хуралҫӑ ҫук; кӑнттам койка тӑрринчи сентре ҫинче — сӗт кӗленчи, юнашарах пир татӑкӗпе чӗркенӗ ҫӑкӑр, шӑвӑҫ савӑтра ҫу.

Почти не разгибаясь даже там, где по пути оказывались тормозные площадки — так болела спина, он выбрался, в конце концов, на пустое в широком расхождении рельс, место; здесь, близко перед собой, увидел он маленькую, без дверей будку, внутри ее горел свечной огарок; сторожа не было; над грубой койкой на полке лежал завернутый в тряпку хлеб, рядом с бутылкой молока и жестянкой с маслом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫыран юнашарах, анчах ҫак тӗлте хӳтлӗх мар, хӑрушлӑх ытларах, мӗншӗн тесен кунти ҫыран сахалтан та ҫур миля тӑршшӗ яка та чӑнкӑ чуллӑ, ӑҫта пӑхнӑ унта шӑтӑк-хушӑк.

Берег был близко, но в этом месте представлял больше опасности, чем защиты, потому что по крайней мере на полумилю тянулся здесь голый отвесный камень, изрезанный трещинами.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян, пӗлес килнӗрен хыпса ӳкнӗскер, юнашарах тӑрать, унӑн шухӑшӗпе — унӑн аллисем те ҫав ӗҫех тӑваятчӗҫ, анчах — хӑвӑртрах.

Аян, охваченный любопытством, стоял рядом, думая, что его руки сделали бы то же самое, только быстрее.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл тӑчӗ те халӗ ӗнтӗ мӗскӗннӗн курӑнакан кашкӑр виллисене пӑхса илчӗ, унтан пиҫиххирен патрон сумкипе юнашар ҫакӑнса тӑракан сунар ҫӗҫҫине салтса вӗҫертрӗ те юнашарах ҫӗр алтма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ юнашарах пурӑнатӑп, урама та тухмалла мар, картишпех ҫитме пулать пирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑйӑ иртекен тӳпемпе юнашарах сӗвек ҫырмара валакран шӑнкӑртатса шыв юхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урам варринчи пӗве, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫисем, юнашарах тата ампар пулас (самай пысӑкскер, пӗлтӗр кӑна ҫукчӗ-ха вӑл), ҫулҫӑ тӑкса ҫаралнӑ йӑмрасем — пурте-пурте куҫа курӑнман темле асамлӑ вӑйпа хӑйсем патне туртаҫҫӗ, мӗншӗн тарса ҫӳрен-ха эс, Антун, мӑшӑру ҫук-и сан, аҫу-аннӳ ҫук-и, эпир ҫук-и тесе чӗнеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юнашарах — ҫавӑн пек тепӗр тупӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахайра — кавалери чаҫӗ, пӗр эскадроне кунта юнашарах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫыран хӗрринче, шывпа юнашарах, капашсӑр пысӑк варингин йывӑҫӗн мӗлкинче сӑмалаланӑ брезентпа тӗплӗ витнӗ ҫирӗп юман пичке ларать.

На берегу, почти у воды, в тени огромного варингинового дерева, стоит крепкая дубовая бочка, плотно закрытая просмоленным брезентом.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Кунта хупах-мӗн ҫук, шыв пырӗ — ҫыранпа юнашарах.

Кабаков здесь нет, а устье реки совсем близко у этого берега.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Чӳречепе юнашарах, картлашкаллӑ крыльца ҫинче шурӑ хӑмаллӑ алӑк курӑнса кайрӗ.

Рядом с окном было крыльцо со ступенями и парадная дверь с белой дощечкой.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Юнашарах тепӗр ҫын кӗлетки.

Рядом тело другого человека.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юнашарах арӑмӗ ахлатса выртать.

Рядом лежала жена и тоже стонала.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех