Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
шутсӑр (тĕпĕ: шутсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Спектаклӗ шутсӑр интереслӗ пулчӗ, — чӗвӗлтетеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ку хыпар вара пушшех ҫиҫӗмрен хӑвӑртрах сарӑлчӗ: колхоза шутсӑр чаплӑ хӑнасем килмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Шутсӑр кирлӗ ҫын тесех пуль ӗнтӗ ӑна тӳрех лайӑх хваттер пачӗҫ, арӑмне ӗҫе вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ачисене те шутсӑр хӗрхентӗм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Хӑй шутсӑр юратать хама.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Вӑл ӗҫе питӗ тимлӗ те шутсӑр асӑрхануллӑ специалистсем ҫеҫ тумалла пек, анчах унта пӗрремӗш хут кам ӗҫлес тенӗ, унпала килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Паян мана калама шутсӑр йывӑр, ҫапах та калама чӗрем анчах чӑттӑрччӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимофей Михайлович Петӗре шутсӑр килӗштерместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унпала ӗҫлеме шутсӑр меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗтӗм каснӑ вӑрман лаптӑкӗсене йывӑҫ калчисем лартмалла, Ку ӗҫе шутсӑр вӑхӑтра туса юлмалла.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тинкерсех пӑхрӑм та шутсӑр хӗрхентӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шутсӑр тӗлӗнтӗм, унта пурӗ тӑватҫӗр хӗрӗх икӗ ҫӑмарта хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна вуласа шутсӑр савӑнтӑм, тӗлӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ҫакӑншӑн шутсӑр савӑнса «Чуна парсах, тӗплӗн алӑ хурса ӗҫлесен, темле вырӑна та юмахри пек илемлетме пулать иккен», — тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫав ҫуркунне шутсӑр хавхаланса ӗҫлерӗм, юрату ӑнӑҫсӑрлӑхне те, хам ҫинчен элек саракана та ӗҫпе ҫӗнме шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Мавра, амӑшӗ тӑлӑххӑн ҫуратннпе, ытти хресченсем умӗнче те шутсӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте Ҫтаппанпа пӗрле Михха кӗнине курсан, Татьяна шутсӑр тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман ҫине шутсӑр пысӑк налук хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗнер ял Советӗнче итлесе лартӑм та, шутсӑр хӗрхенсе пӑрахрӑм ӑна.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шутсӑр сӑпайлӑ хӗрарӑм вӑл.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех