Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутне (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.

Предприятие будет принадлежать промышленному технопарку «Абат».

Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32407.html

Ваккӑн-тӗвеккӗн аппаланас марччӗ: хваттерӗ те, сарайӗ те, нӳхрепӗ те — пурте хваттер укҫи шутне кӗтӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрлӗ таварпа пасара ҫӳреме те, укҫа-тенкӗ шутне ҫырса пыма та кирлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеевӑн Катя ҫинчен каласа парас шухӑш пурччӗ, анчах инкӗшӗ комсомолкӑсене ҫӑмӑлттай хӗрсен шутне кӗртнине кура, чун савни ҫинчен пӗлтерме тытӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Куҫ тӗкӗ тухнипе» аптракансем ыран-паянах суккӑрсен шутне кӗме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь, ав, ывӑла кулак шутне кӗртрӗҫ те пӗр лаша вӗҫҫӗн хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Ҫав куштансене пулах мана та кулак шутне кӗртеҫҫӗ Вандюковсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эрнепи те каччӑ ҫине савӑнса та киленсе пӑхать: Ахтупайӑн мӑрса хуралӗнче тӗкӗрҫӗ пулма ҫул ҫитнӗ, вӑл каччӑ шутне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кулак шутне кӗртесрен хӑрамастӑр-и, Павӑл пичче?

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кантура тиек вырӑнне кӗрсе ларнӑ та, ӑҫтиҫук ачи, пире — середняксене — кулак шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпӗрьян ӗнтӗ чылай ӳснӗ, ҫын шутне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Укҫа шутне эпир пӗлетпӗр: пилӗкҫӗр — манран килет, ҫӗр аллӑ — сирӗнтен…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павӑл Эльгеев артист шутне кӗнӗ вӑхӑтра, унӑн пиччӗшӗ лазаретран тӳрленсе тухнӑччӗ, анчах ӗҫсӗр пурӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран-паян вилес ҫынсем ушкӑнӗнче пулнӑ хыҫҫӑн вӑл часах хӑй те ҫавсен шутне кӗрессине уҫҫӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун шутне мар, уйӑх шутне манса кайӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ик эрне ҫул ҫинче пулса, кун шутне чӑнах та пӑтраштара пуҫларӑм, — суйрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Аякран килнӗ пулӗ, тен, кун шутне те манса кайнӑ? — калаҫӑва хутшӑнчӗ тепри.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял Совечӗсенче чухӑнсем ҫеҫ пулсан, вӗсем хӑшпӗр вӑтам хресченсене те пуянсен шутне кӗртсе хурӗҫ, пур-ҫук выльӑх-чӗрлӗхе те, ялхуҫалӑх машинисене те килӗрен салатса пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эппин, эс мана бандитсен шутне хуратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑмла хуҫисем ҫинчен каламалли ҫук — пӗр Паймук ҫеҫ, пуянсен шутне кӗрекенни.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех