Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑ (тĕпĕ: хаваслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пазухин хӑйӗн ҫывӑх юлташне лайӑх пӗлет: Тӑхти темӗнле йывӑр вӑхӑтра та хаваслӑ пулма, шӳтлеме, мыскара тума юратать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич Атӑл тӑрӑх анаталла юхакан сулӑсем ҫине, виҫӗ палубӑллӑ шурӑ теплоход ҫине, хаваслӑ парӑслӑ кимӗсем ҫине, шыв ҫийӗпе вӗҫсе пыракан «Спутник», «Ракета» ятлӑ ҫӑмӑл пӑрахутсем ҫине курми куҫпа пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халӑх савӑнӑҫлӑ шавлать, оркестр хаваслӑ кӗвӗ калать, хӗрсем, ачасем автомашина ҫине чечексем ывӑтаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ытлашши, ирӗксӗр хаваслӑ курӑнма тӑрӑшнине Макар тӳрех сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич, икӗ аллипе те пуҫне тытса, пӳлӗмрен чупса тухрӗ, тусне пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ, хывӑнтарчӗ, кухньӑри сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗ, хаваслӑ калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хаваслӑ шӑй-шай пурте сӗтел хушшине апата ларсан тин шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тата Макар Каюров! — терӗ хаваслӑ художник, ахӑлтатса кулса.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хаваслӑ ҫынсем хушшинче вӑл пушшех кичемленчӗ, хӑйӗн пӗчченлӗхне хытӑрах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халь ӑна хаваслӑ Поля малтанхинчен чипертерех курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мухаров общежитине хаваслӑ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ура айӗнче типӗ ҫулҫӑ чӑштӑртатать, чие тӗмӗсем хушшинче хаваслӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, — вӗсем турат ҫинчех типсе хуралнӑ ҫырласене яра куна шӗкӗлчесе ӳсӗрӗлнӗ те халӗ пӗр-пӗрне пӳлсех чимлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Мӗн мӗнли, — терӗ хаваслӑ авиатехник, йӗпе плащне алӑк патӗнче силлесе.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах чуна хытӑрах ыраттармалли кайран тупӑнчӗ: сеанс пуҫлансан, Акчуровпа Нагасова юнашар ларчӗҫ; япшар чӗлхеллӗ каччӑ ун ҫумнерех ларма тӑрӑшрӗ; хаваслӑ Аля ӑна хӑй ҫумӗнчен сирсе ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӑмӑл ал-ураллӑ хаваслӑ хӗр питӗ ҫаврӑнӑҫуллӑ, васкаса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак яштака пӳ-силлӗ, ҫуткам сӑнлӑ каччӑ паян темшӗн уйрӑмах хаваслӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сӑмахшӑн кивҫене кайман Сухви хаваслӑ авиатехнике килӗштерсе пӑрахрӗ, лешӗ пӗр сӑмах каланӑ ҫӗре вӑл виҫҫӗ калама тӑрӑшрӗ, ӑна хӑй ҫӗр каҫ курнӑ тӗлӗке каласа пама та ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хаваслӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче Евсей Антоныч ҫаврӑнкаласа тӑрать, вӑл вӗсене тем калать, лешсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Баймашкин мар-и? — шӳтлесе ыйтрӑм эпӗ, анчах ман ыйту вырӑнлӑ пулмарӗ, хаваслӑ хӗр кӑмӑлне салхулатрӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Атьӑр эппин, ларӑр хыҫала, эпӗ ямшӑкӗ пулам, — хаваслӑ кулкаласа каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пурӑнма васкатӑп! — илтӗнчӗ янравлӑ, хаваслӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех