Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗҫ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӑна ҫаннинчен туртрӗ те, вара вӗсем вӗҫӗмсӗр каялла ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхса иккӗшӗ те малалла утрӗҫ.

Он дернул за рукав ее, и оба пошли вместе, беспрестанно оглядываясь назад.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вара иккӗшӗ те малалла утрӗҫ.

И оба они пошли дальше.

Икӗ ҫулҫӳревҫӗпе вӗсем тупнӑ япала ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вара вӗсем утрӗҫ.

И они двинулись.

XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Рабочисем сасӑ илтӗннӗ ҫӗрелле, январь уйӑхӗнчи чӗпӗтекен сивӗре хулӑн сасӑпа янӑракан купӑс сасси патнелле, хапха ҫывӑхнерех ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утрӗҫ.

На голос, на звук гармоники, по-особому как-то гудевшей басами своими на щипком январском морозе, потянулись к воротам поближе рабочие.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Инструментсене хулпуҫҫисем ҫине хурса, вӗсем малалла утрӗҫ.

И, взвалив на плечи инструменты, они двинулись дальше.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ, ҫак япала, вӑрӑ-хурахсемшӗн кирлӗ марскер, унӑн аллине мӗнле ҫакланни ҫинчен шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗм, вӑл чӗркуҫҫи ҫинчен тӑчӗ те, пурте ушкӑнпах ҫурт еннелле утрӗҫ.

И не успел я подумать, откуда у него такая неподходящая для разбойника вещь, как он поднялся с колен, и все гурьбой направились к дому.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫынсем, яланхи пекех, хӑшӗ апата, хӑшӗ ӗҫ хыҫҫӑн килне васкарӗҫ, ачисене коляскӑпа ярӑнтарса утрӗҫ, хӗрачасем тротуар варринчех кӗтесле вылярӗҫ.

Как обычно, люди шли кто на обед, кто со смены, катили малышей в колясках, девчонки примостились играть в классики прямо посреди тротуара.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗри йывӑррӑн сывласа илчӗ, тепри ӗнсине хыҫкаларӗ, анчах пурте урапасем патне утрӗҫ.

Кто-то вздохнул, кто-то почесал затылок, но к телегам пошли все.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унтан пурте, Алексей Кузьмич ертсе пынипе, кӗреҫесене, кутамккасене, фляжкӑсене илчӗҫ те хавассӑн юрӑ юрласа, автобус чарӑнакан вырӑналла тухса утрӗҫ.

Потом все во главе с Алексеем Кузьмичом разобрали заступы, вещевые мешки, фляжки и с весёлой отрядной песней зашагали к автобусной остановке.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Таня та, Лёша та, амӑшӗ те, Миша та, Никита та, Женя та урапа ҫулӗпе утрӗҫ.

А Таня, и Лёша, и мама, и Женя, и Миша, и Никита зашагали по просёлочной дороге.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Сяо Сянпа Яланах Пуян Ли хресченсен союзӗн правленийӗ еннелле утрӗҫ, ҫула май малашне мӗн тумалли ҫинчен калаҫрӗҫ.

Сяо Сян и Ли Всегда Богатый направились в правление крестьянского союза, обсуждая по дороге планы дальнейшей работы.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Го Цюань-хайпа Лю Гуй-лань, музыка выляса янӑ май, чӑптасем тӑрӑх ҫурт патнелле утрӗҫ.

Сопровождаемые оглушительным ревом труб, Го Цюань-хай и Лю Гуй-лань направились по цыновкам к дому.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Суньпа Хӑпарту кунтах юлчӗҫ, Го Цюань-хайпа милиционерсем, каччӑ хыҫҫӑн, вӑрманалла утрӗҫ.

Старик Сунь и Пышка остались ждать, а Го Цюань-хай с милиционерами направились к лесу.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Председатель ӳтне юлашки ҫула ӑсатма каякансем Ҫурҫӗрти хапхаран тухса ҫыран еннелле утрӗҫ.

Через северные ворота процессия вышла к берегу реки.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шӑпах пулнӑ ҫынсем, ҫулӑн икӗ енӗпе уйрӑлса, тупӑк йӑтса пыракансене ирттерсе ячӗҫ, унтан хӑйсем те тупӑк хыҫҫӑн утрӗҫ.

Толпа в молчании расступилась, пропустила процессию и медленно пошла за гробом.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑнтӑрти хапха хыҫӗнчи кӗпер урлӑ каҫсан, ҫынсем, ушкӑнсем ҫине пайланса, шоссе тӑрӑх утрӗҫ.

Перейдя мост за южными воротами, люди, разбившись на группки, пошли по шоссе.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем пӗр купаран теприн патне, пӗр йӗркерен те пӗр йӗрке патне куҫса, малаллах утрӗҫ.

Пошли дальше, обходя груду за грудой, ряд за рядом.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем, сайра тӗл пулакан хаклӑ япаласенчен тӗлӗнсе, малалла утрӗҫ.

И они пошли дальше, дивясь редким и ценным вещам.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем малалла утрӗҫ.

Они пошли дальше.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем шкултан тухрӗҫ те, ҫул хӗррипе, йывӑҫсен мӗлки айӗн, малалла утрӗҫ.

Они вышли из школы и пошли по обочине дороги в тени деревьев.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех