Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳр сăмах пирĕн базăра пур.
тӳр (тĕпĕ: тӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи пек хӑвӑрт утсан, никам та ҫултан пӑрса ямасан, пӗрре те ҫывӑрмасан, канасса кӑшт кӑна, сахалӑн-сахалӑн кансан, хырӑм выҫҫине манма тӳр килсен, паллах, хӑвӑртрах ҫитме пулать.

Если идти так, как сегодня, если никто не помешает сбиться с курса, если совсем не спать и отдыхать недолго, урывками, если удастся забыть, что ты голоден

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Акӑ, вӑл кӗтнӗ пекех пулчӗ: Смолярчук пограничник ӑслӑ шухӑшсем пӗлтерчӗ, Иван Белограй Берлинтан Терезия патне янӑ ҫырусене тупма май килчӗ, кӗҫех тата сирень турачӗсем ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ орден хӑйӑвӗ ҫинчи шифра вулама та тӳр килчӗ.

И вот — умные догадки пограничника Смолярчука, берлинские письма к Терезии Ивана Белограя и несколько веток сирени, к которым приколота орденская ленточка с прочитанной шифровкой.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӗсем Берлинта пулма та тӳр килнӗ.

Довелось им побывать и в Берлине.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӑй умне чи йывӑр задача тухса тӑнине туйрӗ вӑл, кун пек задачӑна хӑйӗн партири тата политикӑри ӗҫӗнче нихҫан та татса пама тӳр килменччӗ-ха унӑн.

Павле понимал, что он стоит перед такой тяжелой задачей, с какой никогда еще не сталкивался в своей партийной работе.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мӗнле тӑшманпа тӗл пулма тӳр килнине Смолярчукӑн малтанах палӑртса хумалла.

Смолярчук должен точно знать, с каким противником будет иметь дело.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Манӑн ӑна курма тӳр килмерӗ.

Я не знаю даже, как он выглядел.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах манӑн пурӑнма тӳр килет пулсан, ӑна ӗмӗрне те манас ҫук.

Но если б мне жить привелось, я бы, — говорю, — не забыл, что и как.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Анчах хӑрушӑ вӑрҫӑ тата тыткӑн асапне тӳссе аттен вӑрҫӑран пӗччен ҫеҫ чӗрӗ юлса тӑван килне таврӑнма тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Ку шухӑш, эпӗ ӑна итлесе ларнӑ чух пӗрмаях пуҫра пулчӗ: салтака аса илтерет вӑл, ҫӗнтерӳ умӗн ҫапӑҫу хирӗнчен тухса кайма тӳр килнӗ салтака!

Эта мысль маячила в моем сознании все время, пока я его слушал: на солдата он похож — на солдата, которому пришлось покинуть поле боя накануне победы.

59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ӗҫ нумаййипе, ялан унта-кунта ҫитме тӳр килнипе пулнӑ вӑл, анчах та ку мана тӳрре кӑларать-и-мӗн?..

В горячке, в работе, но разве это оправдание?..

50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кэукай, шухӑша кайрӗ, ҫак самантра пуриншӗн те хӑйӗн ответ тытма тӳр килнине ӑнланать вӑл: чи лайӑх йӗрлевҫӗ-ҫке-ха вӑл.

А Кэукай нахмурился, понимая всю ответственность, которая ложилась в эту минуту на него: ведь он самый опытный следопыт.

Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Урокра Чочой ӳрӗк-сӳрӗк, итлемесӗр ларчӗ, ҫавӑнпа Нина Ивановнӑн ӑна асӑрхаттарма тӳр килчӗ.

На уроках Чочой был очень рассеян, и Нине Ивановне пришлось сделать ему замечание.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Паллах, ыран шкула хӗрлӗ галстук ҫыхса кайсан аван пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах унӑн, Чочойӑн, тӑхтама тӳр килет-ха.

Конечно, было бы хорошо завтра в школу завязать красный галстук, но ему, Чочою, придется подождать.

Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Пӗрер уйӑх, тен, ытларах та пӑлханса пурӑнма тӳр килет пулӗ-ха ман…»

Целый месяц, даже больше, я волноваться должен…»

Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Ну, капла пулса тухрӗ пулсан ӗнтӗ пирӗн те хамӑр парнесене халех пама тӳр килет.

— Ну, а раз уж так получилось, то нам тоже надо будет сейчас отдать свои подарки.

Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ун умне ку таранччен тӗл пулма тӳр килнӗ задачӑсенчен кӑткӑсрах задача тухса тӑчӗ.

Перед ним встала задача посложней тех, с какими ему приходилось сталкиваться прежде.

20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

«Юрать-ха, ҫав ҫурма ӑслӑ йӗкӗт аллине чӗлӗме тыттартӑм, унсӑрӑн пӗр чӗнмесӗр ларма тӳр килетчӗ-ха», — тесе шухӑшларӗ вӑл, колхозниксем клуба пуҫтарӑннине сӑнаса тӑнӑ май.

«Хорошо, что я этому полоумному парню сунул в руки трубку, а то просто молчать пришлось бы», — думал он, наблюдая за тем, как собирались в клуб колхозники.

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Граф Ксаверийӗн, тарӑхнӑ халӑх тем туса хурасран асӑрханса, пӗр-икӗ хутчен Анатоле поляк тесе калама тӳр килнӗ.

Раза два граф Ксаверий должен был, избегая неприятностей со стороны раздраженной толпы, выдавать Анатоля за поляка.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Мӗн чухлӗ кӳренмелли курма, мӗн чухлӗ сивӗ сӑмах илтме тӳр килнӗ Анатолӗн ҫав ҫул ҫинче.

Что унижений, что холоду и оскорблений должен был вынести Анатоль в этом путешествии.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех