Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Витя пире, кӗҫӗннисене, хулара пулса иртекен ӗҫ-пуҫ пирки тӗплӗн каласа паратчӗ, малашнехи ҫӑмӑл мар пурнӑҫа кӗме хӑйне май хатӗрлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Матӗрне аппа ачана хӑйӗнпе ҫумлӑ тӑратса малтан Куля пирки, амӑшӗ пирки тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ те: «Юрӗ, эппин, пулӑшӑп сана, Куля, манӑн упӑшкан тӑванӗсем сирӗн ялта йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, хамӑр та Шӑхале кайсах тӑратпӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Роза аппа Куляна аллипе тӗллесех тем-тем каласа ӑнлантарнӑччӗ, тӗплӗн ҫул кӑтартса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Калас пулать, ҫак асӑннӑ ӗҫсем умӗн пирӗнпе, студентсемпе, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ тӗл пулса редакци ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Килтен питех тухса ҫӳреместӗп те, пурне те тӗплӗн пӗлместӗп ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Унта хамӑр таврари вӑрманпа мӗнле усӑ курмаллине, ӑна епле майпа лайӑхрах сыхласа хӑвармаллине тӗплӗн шухӑшласа-шутласа ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сятров Кавӗрли Палюка мӗнле пулӑшнине те, хурахсем Юман Йӑкӑнатне мӗнле вӗлернине те тӗплӗн каласа панӑ, тет, «Эпӗ пӗрре те пемен ӑна ун чух. Утаманӑн ҫывӑх тусӗ, лаша вӑрри Ишмулла, юман хыҫӗнчен персе амантрӗ, вӑлах юман ҫумне ҫыхтарчӗ», — тенӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Киле таврӑнсан пурте пушмакӗсене, масар тӑпри киле ан кӗтӗр тесе, тӗплӗн тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атте вӑрҫӑра, аннене окоп чавма илсе кайрӗҫ, — ӑнлантарчӗ вӑл тӗплӗн, аслисем пек курӑнас тӗллевпе ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку хутӗнче вӑл тӗлпулӑва тӗплӗн хатӗрленнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗнӗ Пӑва, Елчӗк шкулӗсенчи медиацентр хастарӗсем волонтерсен кунне халалласа ырӑ ӗҫ тӑвакансен пурнӑҫне тӗплӗн ҫутатса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Волонтерсен пурнӑҫӗпе Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Марина Павлова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Павлова тӗплӗн паллашрӗҫ, ырӑ ӗҫ тума ачаранах пуҫлани паянхи вӑхӑтра уйрӑмах кирлине каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Округ администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Горбунов кӑҫалхи ӗҫ-хӗле тӗплӗн тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑксене тӗплӗн каласа парасси – чӑннипех пархатарлӑ тӗллев.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

1534 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Жак Картье Францири Сен-Мало хулинчен Франциск I Франци патши валли Ҫурҫӗр Америкӑн шалти ҫӗрӗсемп шыв ҫулӗсене тӗплӗн тӗпчесе пӗлме ҫул тухнӑ.

18 марта 1534 года Жак Картье отплыл из Сен-Мало во Франции, чтобы изучить для короля Франции Франциска I внутренние земли и водные пути Северной Америки.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

— Ҫынсен вара нимскере тӗплӗн пӗлме те вӑхӑчӗ ҫук.

— У людей уже не хватает времени что-либо узнавать.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл тӗпчевҫӗ-ҫулҫӳревҫӗсене хӑй патӗнче йышӑнать, тӗплӗн ыйтса пӗлет, вара вӗсем каласа панине ҫырса хурать.

Но он принимает у себя путешественников и записывает их рассказы.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Географ вӑл — ӑслӑлӑх ҫынни, тӗрлӗ тинӗссен, юхан шывсен, хуласен, сӑрт-тусен тата пушхирсен тӗлне-вырӑнне йӑлтах тӗплӗн пӗлсе тӑрать.

— Это ученый, который знает, где находятся моря, реки, города, горы и пустыни.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗк принц ун ҫине сӑнаса пӑхнӑ хушӑра хунарҫӑ ытларах та ытларах хӑйӗн кӑмӑлне кайма пуҫланине туйса илчӗ: этем мӗн тери тӗплӗн туса пырать хӑйне хушнӑ ӗҫе!

Маленький принц смотрел на фонарщика, и ему все больше нравился этот человек, который был так верен своему слову.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Айбулат Хажин ӗнентернӗ тӑрӑх, кашни ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухӗҫ те Патшалӑх Пухӑвӗнче сӳтсе явма илсе тухӗҫ.

Каждый вопрос, как заверил Айбулат Хажин, будет детально рассмотрен и вынесен на обсуждение в Госсобрании.

Патшалӑх пухӑвӗн депутачӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3494198

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех