Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупма (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрату ман ҫунат пултӑр мӑшӑра тупма.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эсир мана пулӑшсан эпӗ сире питӗ лайӑх им-ҫам тупма пулӑшӑп, сӑмах паратӑп!

Если вы мне поможете, я обещаю помочь вам найти хо-о-рошее лекарство!

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Ун пек им тупма йывӑр мар, — тӗрӗ ватӑ ҫын.

— Такое лекарство нетрудно найти, — проговорил старик.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Ырӑ ҫын, каласа парсам, хӑш ҫӗршывра апат антаракан им-ҫам тупма май пур?

— Дорогой, сделай милость, скажи нам, где, в каком государстве можно найти лекарство, вызывающее аппетит?

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: тавралли илеме мӗнле хӑйне евӗрлӗ туйма пӗлет вунтӑваттӑри хӗрача, юнашарти ахаль япаласенчех асамлӑх тупма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

«Эсӗ вӑр-вар, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлетӗн, шӑпах ҫамрӑксемпе ӗҫлемелли ҫын», ӗнентерчӗ вӑл, эп хирӗҫлеме пӑхсан.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Сирӗн халӗ иксӗрӗн те пӗр инкек, ҫавӑнпа сире пӗр чӗлхе тупма йывӑрах мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Колхозра ӑҫта, мӗн ӗҫлесе, мӗн туса тупма пултарнӑ пулӗччӗ-ши вӑл, колхозник, укҫа (ӗҫшӗн натурӑпа ҫеҫ тӳленӗ те-ха!).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи пӗлтерӗшли – кашнийӗнпе пӗр сӑмах тупма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

— Эсӗ коллективпа пӗр чӗлхе тупма тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тавтапуҫ сире, ял-йышӑм, мана ҫавӑн пек телей тупма пулӑшнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ну, мӗнех, сана эпӗ юлташусемпе пӗр чӗлхе тупма сӗнетӗп кӑна.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Материал тупма питӗ йывӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ялсене пурӑнма юлма кӑмӑл пуррисем валли округра ӗҫ вырӑнӗ тупма май паракан ҫӑлкуҫсем шырамалла.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Александр Николаевич вӗрентекенсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, чунлӑхшӑн, кашни ачара талант тупма пӗлнӗшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

12. Ача туслӑхра пурӑнать пулсан, хӑйне кирлӗ пек туять пулсан — вӑл ҫак тӗнчере юрату тупма вӗренет.

12. Если ребенок живет в атмосфере дружбы и чувствует себя необходимым — он учится находить в этом мире любовь.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

Ленин мӑшӑрӗн хӑйне пурӑнмалӑх хӑйӗнех ӗҫлесе тупма тивет тенине никам та ӗненмӗ!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Петербургри технолог-студентсен марксистла кружокӗнче кӑна ҫамрӑк хӗрача хӑй мӗн шыранине тупма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Сахал мар асапланнӑ, хӑйне канӑҫ паман ыйтусем ҫине тӗрӗс ответ тупма тӑрӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вырӑнтах кӑмӑла каякан ӗҫ тупма пултарни, тивӗҫлӗ шалу тӳлени хавхалантарать, — тет Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Мария Карсакова.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех