Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуйӑс текех кӗтсе тӑма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуп ӗҫне текех тытӑнмастӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ текех кӗтсе тӑма пултараймастӑп!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта халӗ халӑх лӑк-туллиех, Павлушӑн текех шӑнса тӑрас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аппана та пулӑшас пулать, текех сана шанса пурӑнмалла мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Текех пиччӗшӗ те ӑна пулӑшас ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл пурпӗр текех Шуро майлӑ пулас ҫук, — терӗ Ева, ӑна хӗрхенсе.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Текех кунта выртас килмест ман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эс текех хӗрача мар, Соня, арӑм пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Паянхи пек пухусем ирттермелле чух, ҫын куҫӗнчен пӑхса, кӗлмӗҫ пек ыйтни текех килӗшмӗ чӑваш халӑх ушкӑнне.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Текех тӗнче тӑрӑх улталанса ҫӳрес мар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Текех ют ҫӗрте ҫапкаланса ҫӳрес килмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапах та ҫакна калама ирӗк пар: эп текех пӗчӗк ача мар, хам ӗҫшӗн — хам ответра.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Приказчиксене шанса текех ҫӑмарта сутти тӑвас ҫуккине Эльгеев лайӑх ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Вӑйӑран вӑкӑр тухать, — тенӗ ваттисем. — Кантрак Евленӗпе Мясников Александра тытса кайнипе ҫитӗ, пурӑнтӑр пулать стражникӗ — ҫиллентерес мар. Пуҫтах ачасене ашшӗ-амӑшӗсем иртӗхме чармалла. Кутемер ялӗн ятне текех пӑсас мар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ҫак тискер чӑваша мӗншӗн тухрӑм-ши, манӑн ачам та текех дворян пулайрас ҫук», — тесе пӑшӑрханать пике.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Элкей Микули те, унӑн хӗрӗсемпе ывӑлӗсенчен те хӑшпӗрисем тӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ, ҫӗр ҫинчи пӑтрашуллӑ кунсем текех вӗсене хумхантармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Хуласенче пулса курнӑ ҫамрӑксем текех ӗнтӗ килте тӗртсе тунӑ кӗпе-йӗм тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ, вӗсем фабрикӑра тӗртнӗ пустав пиншаксемпе шӑлаварсем, ҫутӑ кӑсуруклӑ карттуссем, пӗрмечеллӗ атӑсем тӑхӑнса янӑ, хӑшӗсем ҫӑварӗсене пирус та хыпнӑ, хурал пӳртне пухӑнса укҫалла картла та выляҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

— Сӳнтер эппин ҫуттуна; эпӗ текех ҫывӑраймастӑп.

 — Если хочешь, туши огонь; мне теперь не уснуть.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Преступлени ӑна текех асаплантармасть те, сехӗрлентермест те; Гервакпа пулса иртнӗ сценӑпа ҫарамас хӗре персе амантнӑ чул хыҫҫӑн вӑл Джесси ҫине туйӑмсӑрах пӑхаять тата унпа лӑнкӑн калаҫаять; анчах вӑл йӑмӑкне янкӑр ҫутӑ, йӑшкакан ыйхӑра юлашки хут курассӑн туять.

Преступление больше не мучило и не устрашало ее; после сцены с Гервак и камня, брошенного в нагую девушку, ей было безразлично смотреть на Джесси и говорить с ней; но чувствовала она себя так, словно видела сестру последний раз, — в ярком, щемящем сне.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех