Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таранччен сăмах пирĕн базăра пур.
таранччен (тĕпĕ: таранччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн килте ку таранччен никам та пуҫлӑхсене юрасшӑн тӑрӑшмӑн.

— В нашей семье до сего времени никогда никто не выслуживался перед начальством.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня юлташпа вӑл ку таранччен пӗрре те курса калаҫманччӗ-ха.

С товарищем Ваней ему еще никогда не доводилось встречаться.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кун пек хаяррине мӗнле ку таранччен те асӑрхаман-ха эп ӑна?

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ку таранччен вӑй пӗтнине сисмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам эпӗ никама нихӑҫан усал туса курман ҫак таранччен пурӑнса та.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йыснӑшне вӑл ку таранччен яланах хисеплетчӗ, сума сӑватчӗ, паян акӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ку таранччен те каҫару ыйтманшӑн хӑйне тарӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мӗнле-ха вӑл ӑна ку таранччен асӑрхаман?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Парамунӑн кулянма сӑлтавӗ те пулӗ, анчах ӑна никам та ку таранччен куляннине курман.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пирӗн патра ку таранччен шӑпчӑксем пулман-и е вӗсем концерта тухиччен эп хуп турттарма пуҫланӑ, — пӗлместӗп, анчах ҫак юрӑҫӑ шӑпчӑк пулнине чӗрепе туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ку таранччен вӑл, ашшӗ пекех, пуян Миххана ытларах хӑйсен кил-йышне сӑтӑр тунӑшӑн, хур кӳнӗшӗн тарӑхнӑ, курайман пулсан, халӗ ӗнтӗ, ултавпа пусмӑр тӗнчин тупсӑмӗпе сӑлтавӗсем ҫинчен Кузнецов тӗплӗн ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн, вӑл Михха пӗччен маррине аванах ӑнланса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпӗ сире ку таранччен мӗн пулӑшни пӗтӗмпех ултав иккен…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен вӑл, халӑх умӗнче тухса калама мар, пухура та пулсах курман.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ывӑлне кунашкал юратса, ҫав тери хаклӑ парне илсе паракан ашшӗ Энӗшкассинче ку таранччен те пулман вӗт.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑҫта ҫухалса ҫӳрерӗн ҫак таранччен?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен ӑна рабочисем хушшинче ҫеҫ ӗҫлеме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑншӑн вара, Лукарье хӗрне хӑй куҫӗпе курман пулсан та, унран чипер хӗрача ку таранччен никамӑн та ҫуралман пек мухтарӗҫ, каснӑ-лартнӑ ашшӗ евӗр сӑн-сӑпатли ҫинчен халап сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ку таранччен тӗвӗленсе пынӑ туслӑха венчетре тӑрса ҫирӗплетес самант ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ку таранччен Хусан хулинчен инҫех кайса курманскер, ют патшалӑхри хуҫасемпе суту-илӳ пуҫарса, вӗсен ҫӗршывне те кайса курӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех