Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санпа (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Усал пулсан та эсӗ ман упӑшка, никама та памастӑп, ниҫта та ямастӑп сана хам ҫумран, эпир санпа телейлӗ, ухмах, — тесе ыталаса илчӗ вӑл мана, — акӑ сана ӑшӑ хуплу, вӗри сӗт ӗҫ те ҫывӑрма вырт.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ыран пилӗк сехетрех киле таврӑн, кино курма каятпӑр, ҫур ҫул ҫитет санпа кинона кайманни.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӗнле пурӑнас ман санпа, аптӑрасах ҫитрӗм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Паҫӑрах ҫакӑн ҫинчен калаҫасшӑн та эпӗ санпа, хӑв мана ӑнланмасӑр чарса пыратӑн, эпир хамӑр калаҫмасан, пирӗн арӑмсем ҫинчен кам калаҫтӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Вӑл малтан кӑна санпа туслӑ.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Санпа калаҫса ҫеҫ кӑшт уҫӑлатӑп, урӑх сан пек ҫывӑх ҫыннӑм та ҫук, чӑн калатӑп, Макар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Санпа асаплансах ҫамрӑк ӗмӗрӗме пӗтертӗм, хӗрлӗ сӑнӑма шуратрӑм, у-у-у-!..

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ик эрне мар, ик ӗмӗр пурӑнӑттӑм эп санпа, Танечка.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ну, лар, каллех, Танюша, калаҫар санпа… юлашки хут…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Санпа сыв пуллашма ҫеҫ кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗлӗк санпа ҫеҫ ташлатчӗ пек ас тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Чӑнах, кӗҫӗр санпа ташламарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тен, кирли, тен, санпа вӑл паян пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Мӗне пула санпа мана-ши тупрӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Санпа ман ҫулӗсем Питӗ шел, пулаймарӗҫ пӗрле…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Ҫавӑрас та машинӑна каялла… калас Аньӑна: «Эпир санпа пӗр мӑшӑр пулма ҫуралнӑ, пӗр мӑшӑр!» — теес.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Эпир санпа пӗтӗмпе те виҫӗ эрне ҫеҫ пӗрле пултӑмӑр, анчах вӑл маншӑн виҫӗ ҫулран та хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Санпа, Павлик, чӗрӗк ӗмӗр те виҫӗ ҫул пекех хӑвӑрт иртсе кайӗ, — тет мана хирӗҫ арӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Шӑнкӑрчу Петӗр матки патне чупа-чупа ӑсран тайӑлнӑ та санпа вӑрҫа-вӑрҫа пит-куҫна йӑлтах кӑвакартса пӗтернӗ пек.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Эпӗ сана вунҫичӗ ҫулхи хӗр пек юратса пӑрахрӑм, санпа ҫеҫ пурӑнтӑм, санӑн кашни ҫитӗнӗвӳ хамӑн ҫитӗнӳ пек туйӑнатчӗ, санӑн кашни ӑнӑҫсӑр ӗҫӳ мана чӗререн хурлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех