Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел хушшинче тӗлӗрсе ларакан Иванов-Валет алӑк кисренсе уҫӑлсан кӑна самантлӑха пуҫне ҫӗклерӗ, нимӗн ӑнкарса илейменскер, урмӑш куҫӗпе пӑртак пӑхкаласа ларсан, каллех сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегина Калюков хӑйсен ушкӑнне чиперех йышӑнчӗ, анчах самантлӑха та айккине пӗччен ямасть-ха, кашни ҫимӗҫӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ текелет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Атьӑр-ха, манпа самантлӑха яла ҫитсе пӑхар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах вӑл хӑйне самантлӑха ҫухалса кайнӑ пек тыткаларӗ, пӗр-икӗ минут пач чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпание курсан, ҫак ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын та именчӗ, самантлӑха ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫак туртӑм самантлӑха ҫеҫ палӑрчӗ, хӗрсе кайнӑ хурахсем ӑна асӑрхамарӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сире-и? — самантлӑха тӑп чарӑнчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урама тухсан, Шиков анаталла утрӗ, Крапивин вара, пирус тивертсе, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Угрозыск валли ӗҫ тупӑнсах пырать, Калюков хурахӗсен ушкӑнне халӗ те пӗтерейменни вара пушшех самантлӑха та лӑш сывласа илме памасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫран самантлӑха та вӗҫертме юрамасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен тепӗр сехетрен кантӑкра самантлӑха шӑрпӑк ҫути курӑнсан, ман пата пыран.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ҫав, ара, — качаканни пек сухалне силлентерсе, хӗсӗк куҫне самантлӑха ҫиҫтерсе килӗшрӗ Ехвин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Александровӗ хӑяккӑн чалӑшрӗ, ҫавӑнтах тата, аршӑн ҫӑтнӑ тейӗн, ярт! тӳрленсе ларчӗ самантлӑха, анчах капла тытӑнса тӑраймарӗ, пӗкӗрӗле пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ самантлӑха айккине хунӑ вӑл ӑна, хӑрах аллине ҫур стакан каҫунккӑ, теприне шуратнӑ ҫӑмарта тытнӑскер, Сераситдиновпа Курносов патне пычӗ те ҫывӑх тусне тӗл пулнӑ пек савӑнса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрне, самантлӑха ҫаврӑнса пеме хӑтланнӑскерне, Никифоров персе антарчӗ, теприне — Майоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Стрелук самантлӑха куҫ хӗссе тем шухӑшларӗ те тулалла кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров самантлӑха хыҫалалла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери, самантлӑха та пулин курас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑй айӑпсӑр тесе самантлӑха та шутламарӗ, следстви вӑхӑтӗнче те, суд умӗнче те пӑркаланмарӗ, шӑллӗн, Ҫеменӗн, ним айӑп ҫуккине кӑна пурне те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех