Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил-ҫуртра тыткаламалли япаласем, ӗҫ хатӗрӗсем, тумтир, ытти хатӗр-хӗтӗр, матроссем ҫиелтен пӑхнӑ тӑрӑх, утрав ҫыннисем хӑйсем тунӑскерсем; хӑш-пӗр япаласӑр пуҫне: кивӗ темиҫе пӑшал, кӗнекесем, Фарфонт ҫине тахҫан ӑнсӑртран лекнӗ куҫ кӗски ванчӑкӗпе пусма татӑкӗ, кунашкалах ытти ӑпӑр-тапӑр.

Домашняя утварь, орудия, одежда и прочие предметы, бегло осмотренные матросами, носили следы самобытного изготовления, за исключением нескольких старых ружей, книг и мелочей, вроде обломка зеркала или куска ткани, некогда попавшего на Фарфонт.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Пӑшал пульли персе шӑтарнӑ мӑйӗ хура-хӗрлӗ хӑмпӑсемпе шыҫса мӑкӑрӑлнӑ; сулахай хӗсӗк куҫӗ тӗксӗм шурӑ; агони авса кукӑртнӑ пӳрнисен шӑмми сикнӗ тейӗн.

Шея, простреленная ружейной пулей, вспухла багровыми волдырями; левый прищуренный глаз тускло белел; пальцы, скрюченные агонией, казались вывихнутыми.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Юлнӑ кӗсменпе пӗрле кимӗ тӗпӗнче штуцер выртать, вӗсем кӳпчесе кайнӑ канатпа яваланнӑ; пӑшал кӗпҫине хӑйӑрпа юшкӑн тулса ларнӑ.

Штуцер вместе с уцелевшим веслом валялся на дне, опутанный набухшим причалом; ствол ружья был полон песку и ила.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян сӑнӗ кулӑпа витӗнчӗ; халӗ уншӑн пурте — шлюпка, кӗсменсем, хунар, хыҫала пытарнӑ пӑшал, — тӗлӗнмелле хаклӑ та кӑмӑллӑ япаласем.

Аян засмеялся; все — шлюпка, весла, фонарь, ружье, спрятанное в корме, — показались ему удивительно приятными, дорогими предметами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпӗ Гарлей Рупорпа ҫыхланнӑ тапхӑрта (вӑл ултӑ ҫул каялла витӗрех пӑшал етри тухнипе ишсе кайрӗ) кунашкалли пачах та ҫукчӗ: кӑмӑлӗ килсен кашниех трюма аннӑ, унта, ас тӑватӑп, фермерсен вун-вун вӑкӑрӗ тӑратчӗ; анатчӗҫ те кирек хӑш выльӑха та револьверпа шаплаттаратчӗҫ, хӑйсене килӗшекен татӑка каса-каса илетчӗҫ.

Когда я путался с Гарлеем Рупором (он отчалил шесть лет назад, простреленный картечью навылет) — не было ничего подобного: каждый, кто хотел, шел в трюм, где, бывало, десятками стояли хорошие фермерские быки, разряжал револьвер в любое животное и брал тот кусок, который ему нравился.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Унччен картишӗнче те Васильев, те татах Калюков пенине илтрӗ ӗнтӗ вӑл, ҫавӑнпа пӳрт хыҫӗпе пӑшал сасси еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫхн вӑрман пӑшал сассине, ӳхлете-ӳхлете вӗрсе, аяккалла салатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӑшал сассисем илтӗнсен, Калюковпа тусӗсем пирвай анраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан такам каллех клуб алӑкне уҫрӗ те: «Васьлей Егорчӑ! Представительсене сана памастпӑр. Хӗрлӗ автанпа та шӳтлеме сӗнместпӗр. Асту, хӑвна та, юлташусене те вутта пӑрахса ҫунтарса ярӑпӑр. Ҫемйӳсем пирки те шухӑшлӑр, ачасем. Пире пурне те вӗлерсе пӗтереймӗр, эпир сире палласа юлатпӑрах. Ҫинех представительсен те пӑшал пур!» — терӗ хытӑ кӑшкӑрса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ те пӑшал персе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптӑранӑ енне, кӑнтӑрла иртсен Сӑпани, пӑшал йӑтса, Асакасси вӑрманне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫыннине, чӑнах та, пӑшал кирлӗ пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑл пӑшал пенине курасчӗ сан, — терӗ ӑна тепри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫурӑмран та, кӑкӑртан та пӑшал кӗпҫипе тӗкрӗҫ те: «Ӑҫта кайрӑн, Орлов патне-и? Кала, вара каҫаратпӑр. Каламасан, ҫакӑнтах йытӑ вилӗмӗпе вилсе юлӑн», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Участок милиционерӗ те пур унта, халӑхӗ те алла пӑшал тытма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах темиҫе пӑшал харӑссӑн пени вӑрманти шӑплӑха кисрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашниннех наган, револьвер е кӗскетнӗ пӑшал пур иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех