Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пач сăмах пирĕн базăра пур.
пач (тĕпĕ: пач) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс пекех сарӑскер, сухалне пӳрне хулӑнӑш ӳстернӗскер, хӑйне ыттисенчен пач урӑхла тыткалать вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян пӗр ҫӗртен хыпар ҫитет ун пирки, ыран ҫав вӑрӑ-хурахсем ҫинченех пач тепӗр ҫӗртен пӗлтереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашкинчен вӑл пач тепӗр енчен, сулахайран персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех кимӗ каҫ сӗмне пушшех ҫӑралатакан йӗпхӳ ӑшӗнче пач курӑнми пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫынна пач улӑштарчӗҫ тейӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каҫпа Короле хайхи тем пулчӗ, вӑл хӑйне Антунпа пач урӑхла тыткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне хирӗҫ каланине итлемешкӗн пач хӑнӑхман курӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйра, ирӗкре ӗҫленӗ чухне вара ачан кӑмӑлӗ пач улшӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑҫалхи июнь уйӑхӗччен халӑхра Калюков ҫинчен те, Калюк ҫинчен те сас-хура пач илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫавна май хайхи ӑнланмалла мар, пӗр-пӗрне пач хирӗҫле япаласем чылай тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗршывра ытти ҫӗрте вӑрӑ-хурахсен эшкерӗсемпе кӗрешнинчен вара хӑраман утамансем хӑйсен хушамачӗсемпе ячӗсене пач пытармасӑр ҫӳрени те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн хайхи хуҫан пуяс шухӑш пач пӗтсе ларнӑ, вӑл тыррипе кӑна мар, арманне те веҫех сутса ямашкӑн шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шел, урӑх хӗрсем патне чун пач туртмасть, мӗн тӑвӑн ун пек чухне…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗрре ҫывӑхра, тепре аякра темӗн ҫатӑртатать, унта халиччен курман паллӑ мар чӗр чунсем пӗр-пӗрин утӑмне итле-итле куҫаҫҫӗ, вӗсен сӑнарӗсем, Тарт ӑсӗнче калӑпланнӑскерсем, хӑрушла хумхантаракан кӳлепеллӗ е, пач урӑхла, ҫатӑртатни-шатӑртатни чарӑнсан шупкаланаҫҫӗ, пӗрӗнеҫҫӗ-хутланаҫҫӗ.

То ближе, то дальше трещал кустарник, невиданные, неизвестные существа двигались там, прислушиваясь друг к другу, и образы их, созданные воображением Тарта, принимали чудовищные, волнующие размеры или, наоборот, бледнели и съеживались, когда умолкал треск.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Руль умӗнче кам тӗлӗрет Хупмасӑр пач куҫне?

Кто спит на вахте у руля, Не размыкая глаз?

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫутӑ пач ӑнсӑртран, Тарт ҫакӑн пирки шухӑшламан самантра курӑнса кайрӗ.

Свет наступил неожиданно, в то время, когда Тарт всего менее ожидал этого.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пӗри теприне канӑҫсӑрланса хӑваланин ӑнсӑртлӑхӗпе — йывӑҫсен хушшинче пач кӗтмен ҫӗртен темӗнле сасӑ илтӗнсе кайрӗ; кларнет юрласа ячӗ.

Внезапный звук пронесся среди деревьев с неожиданностью тревожной погони; это запел кларнет.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй — пач ӑнсӑртран — ҫав-ҫавах йӑвашшӑн та сӑпайлӑн ларакан Летика ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене хупах ҫумӗпе иртекен ҫул еннелле пӑрчӗ те… ҫавӑнтах хӑйне пӗр вӑхӑтрах чӗринчен те, пуҫӗнчен те такам хыттӑн ҫапнӑн туйрӗ.

Грэй машинально взглянул на Летику, продолжавшего быть тихим и скромным, затем его глаза обратились к пыльной дороге, пролегающей у трактира, и он ощутил как бы удар — одновременный удар в сердце и голову.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассолӗн пӑлханчӑк сасси пач кӗтмен ҫӗртен илтӗнсе кайрӗ пулас, — Эгль яхтӑна ҫӗре ӳкерчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ.

Эгль поднял голову, уронив яхту, — так неожиданно прозвучал взволнованный голосок Ассоль.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех