Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӑм (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара эпӗ ачасене пурне те пӗрер татӑк тӑм патӑм, Витька Тухтӑра ҫеҫ памарӑм.

Я роздал ребятам по кусочку породы, только Витьке Доктору не дал.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан хӗҫ ҫинчен аса илтӗм те аттене тӑсса патӑм:

Потом вспомнил о сабле и протянул ее отцу:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Иртнӗ эрнерен пуҫласа эпӗ хамӑн арӑма апат ҫиме хампа пӗрле вӑрӑм тенкелӗн тепӗр вӗҫне ларма, эпӗ ыйтнисене хирӗҫ мӗнле пулсан та кӗскентерех ответлеме ирӗк патӑм.

С прошлой недели я начал позволять моей жене садиться обедать вместе со мной на дальнем конце длинного стола и отвечать (как можно короче) на мои вопросы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла ӗнтӗ, хаклӑ вулаканӑм, эпӗ сана вунултӑ ҫул та ҫичӗ уйӑх ытларах хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен пӗр суймасӑр чӑннине каласа патӑм.

Итак, любезный читатель, я дал тебе правдивое описание моих путешествий, продолжавшихся шестнадцать лет и свыше семи месяцев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна вӑл манран мӗн ыйтнине тума сӑмах патӑм.

Я дал требуемое им обещание.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна кӗскен хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен, ман карап ҫинчи матроссем пӑлхав туни ҫинчен, пӑлхавҫӑсем хама антарса хӑварнӑ ҫӗршыв ҫинчен, ҫав ҫӗршывра виҫӗ ҫул хушши пурӑнни ҫинчен каласа патӑм.

В немногих словах я рассказал ему о своем путешествии, о бунте экипажа на моем корабле, о стране, куда меня высадили бунтовщики, и о моем трехлетнем пребывании в ней.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ мӗскӗн еху кӑна, ҫавӑнпа хама валли никам пурӑнман улах вырӑн шырани ҫинчен, ҫав вырӑнта вара мӗн виличченех пурӑнса ирттерме ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм.

Я просто бедный еху и ищу какого-нибудь пустынного места, где бы провести остаток моей жизни.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсене хам Англи ҫынни пулни ҫинчен, Англирен пилӗк ҫул каярах вӗсен ҫӗршывӗпе ман ҫӗршывӑм килӗштерсе пурӑннӑ вӑхӑтра тухса кайни ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил им, что я родом из Англии, которую покинул лет пять тому назад, когда их страна и моя были в мире между собой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак чӗлхене пӗлнипе эпӗ ӑна питӗ аван ӑнлантӑм, унтан ура ҫине тӑрса хам мӗскӗн еху пулнине, мана гуигнгнмсен ҫӗршывӗнчен хӑваласа кӑларса янине каласа патӑм, хама ирӗке яма тархасласа ыйтрӑм.

Я отлично его понял (так как знаю этот язык) и, поднявшись на ноги, сказал, что я несчастный еху, изгнанный из страны гуигнгнмов, и умоляю позволить мне удалиться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хуҫана вӑл мана кимӗ тума пулӑшма кӑмӑл тунишӗн тав турӑм, унтан Англие таврӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсене гуигнгнмсен мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панипе, гуигнгнмсен ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫӗсенчен этем йӑхне пример илме вӗрентнипе пысӑк усӑ тума шутлани ҫинчен каласа патӑм.

Затем я поблагодарил хозяина за предложение оказать мне помощь в постройке лодки и сказал, что если возвращусь в Англию, то надеюсь принести большую пользу своим соотечественникам, восхваляя достославных гуигнгнмов и выставляя их добродетели как образец для подражания человеческому роду.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хамӑр ҫуртри шурӑ кӗсре йӗп ҫӑртине ҫип тӑхӑнтартнине куртӑм (сӑнаса пӑхас тесе йӗппине ӑна хам патӑм).

Я видел, как белая кобыла из нашего дома вдела нитку в иголку (иголку дал ей я, чтобы произвести опыт).

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ ӑна этем йӑхӗ ҫинчен каласа панӑ чухне ҫав уйрӑмлӑхсем ҫинчен е пӗрре те асӑнаймарӑм, е вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинчен кӑна каласа патӑм пулас.

о которых я или не упомянул вовсе в своих рассказах о человеческом племени, или коснулся их только вскользь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ кунта хам хуҫампа нумай хут калаҫнӑ тӗп ыйтусене кӑна ҫутатса патӑм.

Я изложил здесь только самое существенное из моих многочисленных бесед с хозяином.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хам ҫуралнӑ ҫемьери ҫынсен пачах та вӑл шутланӑ ҫынсем пек марри ҫинчен каласа патӑм.

Я сказал ему, что наша знать совсем не такова, какою он ее себе представляет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ҫак хушӑрах эпӗ ӑна хам чаплӑ ҫынсен ҫемйинче ҫуралманни ҫинчен, манӑн аттепе анне сӑпайлӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пулни ҫинчен, ҫавӑнпа вӗсем мана ҫав тери нумай вӗрентме пултарайманни ҫинчен каласа патӑм.

Но уверил его в то же время, что происхождение мое очень невысокое, так как мои родители были скромные, честные люди, которые едва имели возможность дать мне сносное образование.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна пӗрремӗш, е урӑхла каласан, пуринчен те аслӑ министр хуйхӑпа савӑнӑҫа, юратупа курайманлӑха, хӗрхенӳпе хаярлӑха туйса илме пултарайман чӗрчун пулни ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил ему, что первый, или главный, министр — существо, которому совершенно не знакомы чувства радости и печали, любви и ненависти, жалости и гнева.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хамӑр докторсем ҫинчен, вӗсем ҫынсене тӗрлӗ чирсенчен мӗнле сыватни ҫинчен, вӗсем укҫа хапсӑнса ҫынсене пур майсемпе те улталанисем ҫинчен каласа патӑм.

Я подробно рассказал о наших докторах, об их способах лечения разных болезней, об их шарлатанстве и корыстолюбии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хамӑр ҫӗршыври чирсенчен нумайӑшӗсем апат-ҫимӗҫ нумай ҫинӗрен тата ытлашши ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗрен пуҫланса кайни ҫинчен, пирӗн ҫынсем выҫӑ мар чухне апат ҫини ҫинчен, ӗҫес килмен чухне тӗрлӗ эрехсем ӗҫни ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил, что множество наших болезней порождается неумеренным обжорством и пьянством; что мы едим, когда не голодны, и пьем, не чувствуя никакой жажды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна ӗҫмелли тӗрлӗ шывсене ют патшалӑхсенчен хамӑр ҫӗршывра ӗҫмелли шыв ҫуккипе мар, урӑх сӑлтавпа ҫырӑнса илни ҫинчен ӑнлантарса патӑм.

Я объяснил ему, что мы выписываем из чужих стран напитки совсем не потому, что у нас не хватает воды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна хам астунӑ таран чи паха апат-ҫимӗҫсемпе вӗсене мӗнле майпа хатӗрленисем ҫинчен каласа патӑм.

Я перечислил все самые изысканные кушанья, какие только мог припомнить, и описал различные способы их приготовления.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех