Шырав
Шырав ĕçĕ:
панипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать, 17. виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 18. канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Моисей ӗнтӗ ҫакӑ халӑх чарусӑр иккенне курнӑ, Аарон ирӗк панипе вӑл чарусӑрла хӑтланнӑ, тӑшманӗсем умӗнче намӑса юлнӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кам та кам ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ӑна хӑйне те вӗлерччӗр; 13. анчах та ҫакна усал шухӑшпа туман пулсассӑн, вӑл Турӑ ирӗк панипе унӑн алли айне лекнӗ пулсассӑн, [вӗлерекеннине] тарса хӑтӑлмашкӑн Эпӗ сан патӑнта вырӑн кӑтартса хурӑп; 14. эхер те кам та кам ҫывӑх ҫыннине вӗлерес тесех ултавлӑн вӗлерет [унтан парне вырӑнӗ патне тарса пырать] пулсассӑн, ӑна Манӑн парне вырӑнӗ патӗнчен те вӗлерме тытса кай.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ; 23. ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ, 24. анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.