Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп, Вӑл вӑйлисемпе пӗрле тупӑш уйӑрӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫуралнӑ чухнех эсир ылханшӑн ҫуралатӑр; вилсессӗн вара ҫав ылхана тивӗҫлӗ пай вырӑнне илетӗр.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсене урӑх нимӗн те тавӑрса памаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен манса та кайнӑ, 6. вӗсенӗн юратӑвӗ те, курайманлӑхӗ те, кӗвӗҫӗвӗ те ҫухалнӑ, текех ӗнтӗ вӗсене ҫут тӗнчере мӗн пулса пынинчен ӗмӗрне те пай тухмӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслӑ чура тӑрлавсӑр ывӑла пуҫ пулать, унӑн тӑванӗсене тивекен еткерлӗхрен пай илет.2. Разумный раб господствует над беспутным сыном и между братьями разделит наследство.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ саккунне уяман ҫыншӑн Турӑран пай ҫавӑ пулӗ, Пурне те Тытса Тӑракан панӑ еткерлӗхӗ унӑн ҫавӑ пулӗ!29. Вот удел человеку беззаконному от Бога и наследие, определенное ему Вседержителем!
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене пай валеҫсе парса тӑмаллаччӗ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара пӗтӗм халӑх ӗҫме-ҫиме саланчӗ, нимӗн те хатӗрлейменнисене пай яра-яра пачӗҫ, тем тӗрлӗ савӑнса уявларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн халӑх хӑйне каланӑ сӑмахсене ӑнланчӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Неемия каларӗ: ӗнтӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, нимӗн те хатӗрлейменнисем патне пай ярса парӑр, ҫакӑ куна эпир Ҫӳлхуҫамӑра халалланӑ!
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вӗсене хуравласа каларӑм: Ҫӳлти Турӑ пире пулӑшма васкать, эпир ӗнтӗ, Унӑн чурисем, хуламӑра юсама тытӑнӑпӑр, сирӗн вара Иерусалимра пай та, ирӗк те, тивӗҫ те ҫук, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар!
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патша хӑйсене итлеменнине курсассӑн, пӗтӗм Израиль ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр?
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрҫа кайнисене мӗн чухлӗ пай лекет, лавсемпе юлнисене те ҫавӑн чухлех памалла: пурне те пӗр пек пайласа памалла, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?И не дал ли Я дому отца твоего от всех огнем сожигаемых жертв сынов Израилевых?
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Вооз аслӑ ҫынсене, пур халӑха ҫапла каланӑ: эсир акӑ эпӗ Ноеминьрен Елимелехӗн пур пурлӑхне те, Хилеонпа Махлонӑн пур пурлӑхне те туяннине курса тӑратӑр; 10. тата эпӗ, вилнӗ хурӑнташӑмӑр ячӗ хӑйӗн пай ҫӗрӗнче сыхланса юлтӑр тесе, унӑн ячӗ тӑванӗсем хушшинчен, хапха умӗнчи вырӑнӗнчен ан ҫухалтӑр тесе, Махлон арӑмне, Моав хӗрне Руфе, качча илетӗп; эсир паян кӳнтеленсем пулатӑр, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара ҫав хурӑнташӗ каланӑ: эпӗ ӑна илейместӗп, хамӑн пай ҫӗрӗме арпаштарас мар, ӑна эсӗ йышӑн, эпӗ йышӑнаймастӑп, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пучах пуҫтарса ҫӳрекен хир Елимелех йӑхӗнчи Вооз ҫӗрӗ, унӑн пай ҫӗрӗ, пулнӑ.И случилось, что та часть поля принадлежала Воозу, который из племени Елимелехова.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израильсем те ӗнтӗ унтан кашнийӗ хӑйӗн йӑхне, хӑйӗн ӑрӑвне саланнӑ, кайран вара кашнийӗ хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вениамин ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ та: вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен кашнийӗ хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ, хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ, унта хуласем лартса пурӑна пуҫланӑ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.