Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лайӑхрах (тĕпĕ: лайӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лайӑхрах пӑхрӗ те Ахмар лешсене пӗр арта ялккас — вӑрӑм та шултра сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ пысӑк ялккас тӑхӑннӑ лутака ҫын хӗтӗртсе тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аманнӑ каччӑсем хӑйсене лайӑхрах туя пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лайӑхрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ кун кунӗпе сиплерӗ ҫав карчӑк аманнӑскере, иккӗмӗш кунне, каҫалапа, таркӑн каччӑ хӑйие лайӑхрах туйма тытӑнчӗ, суранӗ туртӑнса ӳт илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫта хӗвел лайӑхрах ӳкӗ-ши?..

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, тӗрлӗ йывӑҫ-курӑк шӑршине лайӑхрах туяс тесе, тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрӗссипе вӑл маншӑн ялти ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай хушӑ кӗтнӗ ӑшӑ ҫил сивве ҫӗнтерсе ҫанталӑка кунӗлетни хӗре питӗ савӑнтарчӗ, вӑл Пинере ҫул ҫӳреме лайӑхрах пулӗ тесе шухӑшларӗ, ӑна Хусанккапа пӗрле килессе кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пек чухне ӑна курӑниччен курӑнманни лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑв лайӑхрах шухӑшласа пӑх-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль арӑмӗ пуличчен хӑй ҫине алӑ хуни, сарӑмсӑр вилӗмпе ҫӗре кӗни лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Ҫапла ҫав, ҫапла, тӗрӗс сӑмаху, Вара лайӑхрах ырӑ курӗ халӑху», Тесе тӑраҫҫӗ пухӑннӑ улпутсем, Майра патшан шанчӑклӑ чурисем.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫакӑ выпускниксемпе ашшӗ-амӑшне пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма, экзамен вӑхӑтне ҫӑмӑлрах ирттерсе яма пулӑшмаллах».

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Пысӑк ҫӗнтерӳ ӳлӗмрен тата та лайӑхрах ӗҫлесе пыма хавхалантарать, ҫӗнӗ тӗллевсем патне ӑнтӑлма, пултарулӑха аталантарма май парать», – тенӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Ҫавӑн пек шанчӑклӑ тус, хамран лайӑхрах юлташ тесе эпӗ хам ентеше, лӑпкӑ та илемлӗ Сӑр хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ вырӑса Андрей Пономарева шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Юлташу хӑвӑнтан виҫӗ хут лайӑхрах пултӑр, вара эсӗ те ун пекех пулма тӑрӑшӑп…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл ҫӗнӗ атакӑна тата лайӑхрах хатӗрленме, окопсене тарӑнрах алтма, вилнӗ юлташсен патронташӗсене илме хушать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

— Федьӑпа пулсан, тата лайӑхрах, — ним чӗнмесӗр итлесе ларакан юлташӗ ҫине пӑхрӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Лайӑхрах пӑх, тен, тупӑн та, — терӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Спирт вӑл апата лайӑхрах антарать.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех