Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрать (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курма пухӑннӑ халӑх пӗтӗм вӑйпа алӑ ҫупать, пӗтӗм сасӑпа: — Браво, Чушка! Бис, Финтифлюшка! — тесе кӑшкӑрать.

А публика изо всех сил хлопала и всё кричала: — Браво, Чушка! Бис, Финтифлюшка!

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Начартарах вӗреннӗ ача вӗҫсе хӑпарсан е хӑшпӗр ачан мӗн те пулин тухмасан, вӑл пӑлханма тытӑнать, перчаткисене хывса ҫӗрелле ывӑтать, вӗҫме вӗренекен ачана самолета тытса пыма вӗрентнӗ чухнехи пек аллисемпе хӑлаҫланма пуҫлать, урисемпе тапӑртатса кӑшкӑрать:

Если вылетал слабый учлёт или если что-нибудь у учлёта не ладилось, он швырял на землю перчатки, делал руками такие движения, словно хотел помочь учлёту управлять самолётом, топал ногами и кричал:

15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Ачасем! — кӑшкӑрать вожатӑй.

— Ребята! — кричит вожатый.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

«Асту, асӑрханса йӑт, турат ҫине тӑрӑнса куҫна ан шӑтар!» тесе кӑшкӑрать атте.

Отец кричит: «Смотри осторожнее, глаз себе не выколи!»

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Таҫта каҫхи кайӑк кӑшкӑрать.

Кричит ночная птица.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗр ухмаха ернӗ хӗрарӑм иртсе пырать, вӑхӑт-вӑхӑт чарӑнса тӑрать вӑл, хура тутӑр ҫыхнӑ пуҫне отель садӗн решетки витӗр чиксе пӑхать те хӑлхана ҫуракан сасӑпа темӗн кӑшкӑрать.

Проходит сумасшедшая, которая время от времени останавливается, просовывая через решетку сада голову в черном платке и кричит пронзительно что-то непонятное.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Кам кӑшкӑрать унта? — ыйтаҫҫӗ ҫыран хӗрринчен.

С берега спрашивают: — Кто це там кричит?

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫ, револьверпа хӑратса: — Коростылёв ӑҫта? — тесе кӑшкӑрать.

Немец, угрожая револьвером, кричал: — Где Коростылёв?

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хам: «Кӑна кам кӑшкӑрать?

Думала: «Кто это кричит?

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илсе, вӑл Николай куккӑшне: — Пулчӗ! — тесе кӑшкӑрать.

Вытирая пот со лба, он кричал Николаю: — Готово!

Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Акӑ часах вӑл матроссемпе, кӑвак мӑйӑхлӑ мӑнаҫлӑ капитанпа паллашрӗ, вӗсене пӗр чарӑнмасӑр ыйтусем парать: парохода тимӗртен тӑваҫҫӗ пулсан, ӑна ҫав тери йывӑр тиеҫҫӗ пулсан, мӗншӗн путмасть-ха вӑл; ӑна мӗнле тунӑ; мӗншӗн вӑл кӑшкӑрать, пароход путас пулсан, кунта, ҫыран хӗрринче, Робинзон Крузо пек пурӑнма пулать-и?

Он быстро и легко познакомился с матросами, с седоусым важным капитаном и не переставая сыпал вопросами: почему пароход не тонет, если он железный, да ещё с таким грузом? Каким образом он устроен? Почему гудок гудит? Если пароход утонет, можно ли здесь жить на берегу, как Робинзон Крузо?

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Брохис хӑй вӑрӑм пальто тӑхӑнса тухнӑ, куҫлӑхпа, пӗр рабочи патӗнчен теприн патне чупкаласа ҫӳрет, хӑлаҫланкаласа кӑшкӑрать:

Сам Брохис — в пальто до пят и в очках — бегал от одного рабочего к другому, всплескивал руками и кричал:

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Хаваслӑрах ҫӗмӗрттер… — тесе кӑшкӑрать домнӑн аслӑ мастерӗ Лукич, вӑл ачасем «карчӑк валли пӑтӑ пӗҫерме кӗрпе» мӗнле хатӗрленине пырса пӑхать.

Похаживай веселее! — выкрикивал главный доменный мастер Лукич, приходивший посмотреть, ладно ли ребятки крошат «крупу на кашу старухе».

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

— Эй, шӑпчӑксем, мӗн туса ларатӑр, ӗҫе тытӑнма вӑхӑт! — кӑшкӑрать ачасене Павлыч дозорнӑй.

— Эй вы, соловьи, чего расселись, — пора на работу! — кричал на мальчишек дозорный Павлыч.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Вӑл пур ачасем ҫине те, ан ашкӑнӑр тесе кӑшкӑрать.

Потому что она на всех детей кричит, чтоб не шалили.

Мана ача садне кайса яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Маруся мана тем кӑшкӑрать, эпӗ мӗн тумаллине пӗлмесӗр тек путек хыҫҫӑн чупрӑм.

Маруся на меня кричала, а я не знал, что делать, и бегал за козочкой.

Эпӗ качака путекне перӗнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл та кӑшкӑрать.

И тоже кричала.

Эпӗ слива ҫисе чирлерӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне ман хыҫрах кӑшкӑрать: — Алёшка, ӑҫта кайрӑн эсӗ? — тет.

Бабушка совсем сзади меня кричала: — Алёшка, куда ты делся?

Арҫын ача каллех чӗрӗлчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр пичче текех: — А ну, тата! А ну, тата! — тесе кӑшкӑрать.

Один дядя всё кричал: — А ну, ещё! А ну, навались!

Сӗрекене шывран кӑларни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне аялтан мана: шыв патнелле ан ҫывхар! — тесе кӑшкӑрать.

А мама снизу кричала, чтобы я не совался к воде.

Эпир пӑрахутпа каяс тетпӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех