Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Салтӑн, — терӗ Ҫтаппан кӑмака хыҫнелле пӑрӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑмака хутса пурӑннӑ хӑлӑхшӑн ҫак ҫӗнӗлӗх парне евӗрех.

Для тех, кто обогревался топя печь, данное нововведение словно подарок.

Муркаш тӑрӑхӗнчи 2 яла кӑвак ҫулӑм ҫитӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61129

Вара тарӑхнипе кӑмака ҫине хырӑмне ӑшӑтма ӳппӗн, хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

«Эп, чӑнах та, ӳсӗрӗлтӗм», — тесе кӑмака хыҫӗнчи кравать ҫине кайса выртрӗ, тӳрех хуп турттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ларасчӗ сан, пенсионерӑн, кӑмака ҫинче, ӑшӑра, пули-пулми ҫӗре хутшӑнас марччӗ», — тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫурта йӗркене кӗртрӗмӗр, хутса ӑшӑтма кӑмака турӑмӑр, тасатса тирпейлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫӗршыв хӑрушлӑхра чухне хӑравҫӑ кӑмака хыҫне пытанса ларать, паттӑр — аллине хӗҫ тытать.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эпӗ ҫав пӳрте халӗ те ас тӑватӑп: ҫулла маччаран шӑпӑртатса ҫумӑр каятчӗ, хӗлле чӳречесем тем хулӑнӑш шӑнса ларатчӗҫ, мӑрьерен ҫил улатчӗ, эпир кӑмака ҫумӗнчен хӑпма пӗлместӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кӑнтӑр иртсен Герасим Федотович хӑрнӑ чиесене касса ваклама тытӑнчӗ: хӗллехи сивӗ каҫсенче тимӗр кӑмака хутма селӗм вутӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Варлам мучи кӑмака ҫинче хуп турттарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сирӗн кандидатурӑна асра тытӑпӑр, Мамарлановпа калаҫса пӑхӑпӑр, — текелесе Никифор Варламович калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ячӗ, кӗҫех сӗтел хушшинчен тухнӑскер, каллех кӑмака ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, купӑсне хурлӑхлӑн нӑрлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Никифор Варламович, кӗрекерен тухсан кӑмака ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, алла купӑс тытрӗ, урипе тӑпӑртатнӑ май вӑрӑм ҫӳҫне лӑпӑс-лӑпӑс силлентерсе ташӑ кӗвви тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӑмака хутса ӑшӑтнӑ мунчара кравать ларать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркаш пӳрнисене шӑрпӑкпа пӗҫерте-пӗҫерте пирус чӗртрӗ, тӗтӗмӗ тулалла тухтӑр тесе мӑрьене тимӗр кӑмака тӑрпи чикмелли шӑтӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Купӑста яшки ӑшӑтса ҫитерсен, вӗри чей ӗҫтерсен кинеми мана кӑмака хыҫӗнчи пӳлӗме ҫемҫе вырӑн сарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑмака пур кунта, пире вутӑ кӑна кирлӗ, тупатӑп ӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаева уйрӑмах пӳлӗм варринчи плиталлӑ пӗчӗк кӑмака савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тепӗр уйӑхран Выл хӗрринелле анакан урам варринче хыр шӑршиллӗ ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленчӗ, унтан кӑмака туса пӗтерсен ҫуллахи кӑвак тӳпенелле ӑшӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ульяна хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ те тӗпел кукринчен пӗр стакан чейпе темле эмел илсе тухса кӑмака хыҫне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех