Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленӗ (тĕпĕ: йӗркелен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна 5-15 ҫулхи ачасем валли йӗркеленӗ, вӑл 10 кун тӑршшӗ ӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Кӑҫал ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ – унта ҫичӗ ҫӗршыв хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑрт лаши» фестиваль ҫӳллӗ шайра иртнӗ // Урал сасси. https://ursassi.ru/news/it-n-sem/2023-08 ... tn-3388994

Паркра ялта пурӑнакансемпе хӑнасем валли уяв сӗтелӗ йӗркеленӗ.

В парке для жителей и гостей был организован праздничный стол.

Йӑлпӑлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387604

Пухӑннисем «Сокольникире» пирвайхи хут йӗркеленӗ Акатуя пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Тунтикунхи ир тӗлне электричествӑсӑр юлнӑ ялсене энерги парассине туллин тенӗ пек ҫӗнӗрен йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вӗсем малтан кашнин валли кӑсӑклӑ тата пӗлтерӗшлӗ экскурси йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Пӗрлехи тӗлпулӑва хальхинче Мӑкӑр ялӗнче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

«Мероприятине йӗркеленӗ май, пирӗн хӑш-пӗр уйрӑм самантсем пирки чарӑнса тӑмалла», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока.

На конкурсе в качестве кадрового резерва на должность директора комплексного центра социального обслуживания населения Шумерли были выбраны два кандидата: нынешний директора центра Елена Волкова и Валентина Якутенок.

Директор пулас текен тупӑнман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35608.html

Ку пайра сюжетсен типологи тишкерӗвӗ те пур, ӑна «Указатель сказочных сюжетов: по системе Аарне» кӑтартмӑшпа усӑ курса йӗркеленӗ.

Есть и типологический анализ сюжетов, выполненный на основе «Указателя сказочных сюжетов по системе Аарне».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

XX ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Тӗпчев институчӗ комплекслӑ экспедицисем йӗркеленӗ: фольклор пуҫтаракансем хамӑр республикӑра кӑна мар — Тутар, Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Самар, Оренбург, Пензӑпа Саратов тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗсенче ҫӳренӗ.

В 50-х гг. XX в. Научно-исследовательским институтом были организованы комплексные экспедиции, и собиратели фольклора побывали не только в нашей республике, но и за ее пределами — в чувашских селениях Татарстана, Башкортостана, Ульяновской, Самарской, Оренбургской, Пензенской и Саратовской областей.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ҫула ҫитмен ҫамрӑксем валли вакансисен ярмӑрккине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Кайран тӗп библиотекӑра салара пурӑнакансемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службинче йӗркеленӗ аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне июлӗн 12-мӗшӗнче ҫынсем чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртрӗ // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d3%91%d1%8 ... %80%d3%97/

Ҫак оркестра Нью-Йоркра йӗркеленӗ, ӑна нумай ҫулсем хушши паллӑ композитор Артуро Тосканини ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчахрах йӗркеленӗ музыкӑпа драмӑ театрӗ кӗске вӑхӑтрах халӑха виҫӗ оперӑ кӑтартрӗ, ҫав шутра «Шывармань» ятлӑ чӑвашла оперӑна та ӑнӑҫлӑ лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ахӑртнех, йӑлтах ӑнӑҫлӑ йӗркеленӗ, кирек мӗнле лару-тӑруран та тухма пултаратӑр.

Скорее всего, у вас всё сложится удачно, и вся работа будет спориться, вам удастся выйти из любой неразрешённой ситуации.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак кунсенче укҫа енчен лару-тӑру йӗркеленӗ е усӑллӑ япала туянатӑр.

Период, когда произойдёт улучшение материального положения или совершение полезной покупки.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцине 1936 ҫулхи июлӗн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Июлӗн 3-мӗшӗнче ГИБДД сотрудникӗсен професси уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... av-3326836

Шыври киленӳ инкекпе ан вӗҫлентӗр тесен мӗн тумалла-ха; Шӑпах ҫак ыйтупа Чакаҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе ялти фельдшер Валентина Никифорова кӳлӗ хӗрринче ачасемпе тӗллевлӗ калаҫу йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех