Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑт эпӗ сана ярмаркӑна майлаштарӑп та, эсӗ унта манӑн десятник пекки пулӑн, тӗрлӗ материал тавраш йышӑнса тӑрӑн, пурте кирлӗ вӑхӑтра вырӑнта пултӑр, рабочисем ан вӑрлаччӗр тесе астуса тӑрӑн — юрать-и?
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче эпӗ пушахчӗ, ҫынсене эпӗ пароход ҫинчи пурӑнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартаттӑм, кӗнекесенчи тӗрлӗ историсене каласа параттӑм, вара хам сисмесӗрех мастерскойра темле ӑрасна вырӑн йышӑнса тӑтӑм — каласа та вуласа паракан пултӑм.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапла вара Прохор Палыч хӑйӗн вунҫиччӗмӗш постне йышӑнса, колхозра вунҫиччӗмӗш председатель пулса тӑнӑ, ҫакӑнтан унӑн «Вунҫиччӗмӗш Прохор, шуҫ ӑстисен королӗ» текен тулли титулӗ те пуҫланса кайнӑ.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вуниккӗмӗш йӑнӑша вунтӑваттӑмӗш хут тутӑрсӑр йышӑнса пӑхӑр-ха эсир.Попробуйте с полным чувством признать четырнадцатый раз двенадцатую ошибку без платка.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Анчах та ку нимех те мар, пурнӑҫра паллӑ вырӑнах йышӑнса тӑмасть, чи палли, кирли кунта Прохор Палыч йӑнӑшсене йышӑнни мӗне пӗлтернине, вӗсене мӗнле йышӑнмаллине, хӑҫан йышӑнмаллине тата кам умӗнче йышӑнмаллине ӑнланни, ҫитменнине тӗп-тӗрӗс ӑнланни паллӑ пулса тӑрать; кунсӑр пуҫне тата вӑл ҫак калаҫу хыҫҫӑн хӑйне, хӑй кам иккенне тата вӑл кам пулма пултарнине ӑнланса илни, урӑхла каласан, вӑл хӑйне Недошлепкин пысӑк хак панӑ пекех хаклани паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Майӗпе вӑл Недошлепкинӑн ҫынпа калаҫас йӑлисемпе йӗркисене хӑнӑхса йышӑнса пынӑ, хӑюлланнӑ, хӑйӗн вӑйне шанакан пулнӑ тата ытти те, анчах ку — нумай кайран пулнӑ, анчах халлӗхе вӑл утильсырье складне йышӑннӑ та ӗҫе тытӑннӑ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӗсем варкӑш ҫил вӗрнӗ чух ачашшӑн шавланӑшӑн юрататӑп, вӗсем кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрекен, иртнӗ вӑхӑтсенче питӗ хӑрушӑ пулнӑ типӗ ҫил ахӑрса килсен чӗтрене-чӗтрене, анчах та парӑнмасӑр, вӑйпа сирсе янӑшӑн юрататӑп, вӑрманти ҫӗнӗ кайӑксене йышӑнса вырнаҫтарнӑшӑн, июльри шӑрӑхра сулхӑн парса тӑнӑшӑн юрататӑп, юлашкинчен — вӑл манӑн пурнӑҫӑн та, Евсеич пурнӑҫӗн те пысӑк пайӗ, тата манпа юнашар енчен енне сулланарах утса пыракан Петьӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ пулнӑшӑн юрататӑп.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Рокамболь манӑн Ля-Молӑн, Аннибалӑн, Коконнӑн рыцарста сӑн-йӗрӗсене йышӑнса тӑратчӗ; XI-мӗш Людовик ашшӗ Гранде пекчӗ, Отлетаев корнет IV-мӗш Генрихпа хутшӑнса каятчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яков ҫавӑнтах ун сӑмаххисене йышӑнса илчӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана эпӗ ӑна малтанхи хутӗнче курнӑ пекех йышӑнса илчӗ, тумланассине ҫеҫ урӑхла тумланнӑ; кӑвак юбкӑпа, хура бархат кофтӑпа, уҫӑ мӑйӗнче бирюза хӗресӗ вӑл уйӑп ами пек туйӑнатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ сехет хушшинче нимӗҫсем ту тӳпине йышӑнса, партизансене сӑртӑн ҫап-ҫара тайлӑмӗпе аялалла тӗртсе антарма темиҫе хут хӑтланса пӑхрӗҫ…В течение двух часов немцы несколько раз пытались овладеть вершиной и сбросить партизан с крутизны.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансем сӑрт тӳпине йышӑнса илчӗҫ, таракан, тӗмесем хушшине пытанакан, тайлӑма аялалла шуса анакан четниксене ҫунтарчӗҫ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кларк пурнӑҫӗнче хӑй мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрасси ҫинчен Пирожниченко майор, паллах ӗнтӗ, нимӗн те пӗлмест.Майор Пирожниченко, конечно, и не подозревал, какую роль должен сыграть он в судьбе Кларка.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав шкула старшина вӑл ытти йытӑсене курсантсем йышӑнса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫитнӗччӗ.Смолярчук попал туда позже других, когда уже все собаки были распределены.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларкӑн пысӑк планне пурнӑҫлас ӗҫре Ярослав Граб питех те, питех те пӗчӗк вырӑн йышӑнса тӑрать.В больших планах Кларка Ярославу Грабу была отведена весьма и весьма скромная роль.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫапла вара, вӑл е ку климатри тусем мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине кура ҫутҫанталӑкри ишӗлтерекен вӑйсен ӗҫӗ те улшӑнать.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Геосинклинальсем малтан нумай пулнӑ, вӗсем ҫӗр пичӗн чылаях пысӑк пайне йышӑнса тӑнӑ.Геосинклинали ранее были многочисленными и занимали значительную часть земной поверхности.
4. Геосинклинальсем — тусен ҫӗршывӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Географие кӑштах та пулин вӗреннӗ ҫын пирӗн ҫӗр чӑмӑрӗн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне шыв йышӑнса тӑнине пӗлет.
Ҫак кӗнеке мӗн ҫинчен каласа парать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тӗп инкекӗ: comme il faut обществӑра хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнине тата, ҫын comme il faut шутӗнче пулсан, унӑн чиновник пулассишӗн те, каретӑсем тӑвакан пулассишӗн те, салтак пулассишӗн тет ученӑй пулассишӗн те тӑрӑшма кирлӗ маррине ӗненнинче; ҫын ҫав шая ҫитсен хӑй тӗллевне пурнӑҫланине тата ытти ҫынсенчен ҫӳлерехре тӑма пуҫланине шаннинче.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чи малтанах эпӗ хамӑн мӗнпур ӗҫӗм-хӗлӗмре тата хӑтланусенче «noble» пулма ӗмӗтлентӗм (эпӗ: ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын тесе мар, noble тесе калатӑп, мӗншӗн тесен француз сӑмахӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, ҫакна нимӗҫсем ӑнкарнӑ, вӗсем noble сӑмаха йышӑнса, ӑна ehrlich сӑмах ӑнланӑвӗпе пӑтраштармарӗҫ), унтан вӗри чӗреллӗ пулма тата, юлашкинчен, хам унчченех ӗмӗтленнӗ пек, ытларах comme il faut пулма шутларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.