Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтнӗ (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти ҫынсем ун умӗнче шавланине илтнӗ.

Местные жители слышали шум возле него.

Лавккана кӗрсе икӗ ещӗк эрех вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32927.html

Илтнӗ информацие тӗплӗ тӗрӗслӗр.

Поступающую информацию необходимо перепроверять.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Илтнӗ информаци тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулӑр.

Отнеситесь с осторожностью к информации, которая поступит.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ашшӗ-амӑшӗн ятне илтнӗ Тарасасене ачисем савӑнтарӗҫ: вӗсемпе пӗр чӗлхе тупатӑр.

Весов-родителей порадуют дети: будет найдено взаимопонимание с ними.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун тата ытларикун илтнӗ хыпара тӗплӗ тӗрӗслӗр - такам сирӗнпе манипуляци тӑвасшӑн.

Информация, полученная в понедельник и вторник, потребует особенно тщательной проверки – кто-то пытается вами манипулировать.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку хулана тӑвакан Али-Бей хӑйне хӗрарӑм мӗнле сӑмахсемпе ылханнине илтнӗ те ӑна чӗнсе пыма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь унран мӗнле те пулин канаш ыйтнӑ пулсассӑн та Шигалей пӗр сӑмах та чӗнеймен пулӗччӗ, мӗншӗн тесен кунта илтнӗ хыпарсем ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар тӑлмачӗн ҫӑмӑл алли урлӑ тутарсен хушшинче те Турикас ялӗнче илтнӗ халап сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл илтнӗ кашкӑр Аспартан пӗр утӑм та каймасть, ҫӗрӗ-кунӗпе ӑна сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхарсем еннелле тутарсем килеҫҫӗ тенине илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эсир ун патӗнче пулнине вӑл илтнӗ, унран ыйтмасӑрах кайнӑшӑн кӳреннӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Илтнӗ пулин те, пулса курма тӳр килменччӗ Эльгеевӑн унта ку таранччен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эп ӑна темиҫе те илтнӗ — вӑл вырӑс театрӗнче час-часах вылять.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эпӗ илтнӗ ун ҫинчен, — килелле таврӑннӑ чух калаҫса пычӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пурте илтнӗ ӗнтӗ Шаляпин артист ҫинчен, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫав тери илемлӗ-ҫке ку кӗвӗ, таҫта илтнӗ пек те туйӑнать, чӗрене тивет, — чунӗ чӑннипех хускалнине пӗлтерчӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унччен илтнӗ хыпар та тӗрӗсех иккен: пиччӗшне чӑнах та Хусана куҫса килме ирӗк панӑ, «Союз-птицепродукт» ятлӑ учреждение технорук шучӗпе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эсир мана палламастӑр та, ятне илтнӗ пулӗ: Тихонов ман хушамат, Ольга Ивановна мӑшӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Войт профессор кӑмӑллӑ ҫын тенине эп илтнӗ, ҫапах…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Амӑшӗ вилсе выртнине те кураймасӑр юлӗ, — мӑркать Марье, Павлушран усал хыпарсем илтнӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех