Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ик (тĕпĕ: икӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑ улпут евӗр хӑпарса ларчӗ ҫатан урапа ларкӑчӗ ҫине, ҫавӑ ярса тытрӗ ик аллипе те чӗн тилхепене.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теней, вӗҫсе каяс пек, ик аллипе те хӑлаҫланса илсе хыттӑн кӑна ӳсӗрчӗ — хӑй пӗчӗк пулин те сасси хулӑн унӑн, тӗреклӗ, вӑкӑр пек мӗкӗрмелӗх те хӑват ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лешсем пӗр хут тире сӗветчӗҫ, кусем — ик хут тире сӳме шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Игумен пуҫне ик аллипе хупласа хапха еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хурана хӑлӑпран ҫаклатма ӗлкӗреймерӗ, ҫав вӑхӑтра Ахтупай ун-кун пӑхкаларӗ те ал айӗнче ним ҫукран вӑрӑм тенкел ҫинче выртакан кӗслене ярса илчӗ, ӑна ик кӗтессинчен тытса, пӑр таткине пенӗ пек, игумена пӗтӗм вӑйпа пуҫран шанлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ик эрнере е уйӑхра пӗрре вӗсем киле таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран ик шӑллӗне Васильев-Новгородра вырӑс купсисене вӗлернӗшӗн тытса хупсан хӑех чупса килнӗччӗ, турӑ пул, ҫӑлма пулӑш шӑллӑмсене, уншӑн эп сана ӗмӗр тав тӑвӑп тесе йӑлӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ик алла пӗр ӗҫ, — хӑюланнӑ пек пулчӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нихҫан та ик лаша вӗҫне юлман, юлмастӑп та, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вара ҫак ик лашапа тӑрса юлас-и?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗр чӑрмав сиксе тухсан эрне, ик эрне иртет.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнелӗхе тесе пыраттӑмӑр та вара, уйӑх, ик уйӑх суту тӑваттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пиччӗшӗпе шӑллӗ пек мар, ӗмӗр харкашса пурӑннӑ ик хаяр тӑшман пек калаҫрӗҫ Исамилпа Юсуф.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗривӗш вӑрманӗнчи пӑлхавҫӑсем пӗр ҫирӗммӗн каҫнӑ та, Кӗҫӗн Кӑкшанпа Нурла тӑрӑхӗнчен ик ҫӗрпӳ килнӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек ӑна калама памарӗҫ, ун пуҫӗ тӗлӗнче сывлӑшра ик енчен те саламат ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ик кунтан ханпа ун нуратдинӗ Усеин-Сеита Мускав тулашне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ик ҫӗр ҫулхи юмансене кас та йӗри-тавра тем ҫӳллӗш купаласа тух.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак тав черккине ман аттен ҫӗклемеллеччӗ, — терӗ вӑл пахча енчи ик чӳрече хушшинче ҫакӑнса тӑракан хӗҫ ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла кӗрсен Усеин-Сеитпа Мамич-Бердей иккӗн ик енчен Али-Акрампа танлашрӗҫ, ӑна тата ун ҫывӑх ҫыннисене ял вӗҫне, Кӑкшамар хӗррине, юри хатӗрленӗ ҫурт патне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех