Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Манӑн ешӗл тусене, шыв юхӑмӗсене, самӑр чӗр чунсене, улӑпсене курас килет…Я хочу видеть зелёные горы, потоки воды, облака, тучных зверей, великанов…
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗр, ешӗл ҫӗр, — пӗрре пӗлӗтсемпе, тепре ҫап-ҫутӑскер, капӑр та нумай шывлӑскер, хӑйӗн ачисем тӗлӗшпе чарусӑр усалскер, вӗри юнпа исленнӗскер, — анчах пур пӗрех — юратнӑскер, тӑван ҫӗр-шыв…
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫ пӗрчисене хӑлхи хыҫнелле ячӗ, ешӗл пахча ҫимӗҫлӗ карҫинккине тротуартан ҫӗклерӗ те урам урлӑ утса каҫрӗ.Она завела прядь волнистых волос за ухо, подняла с тротуара корзинку с зеленью и пошла через улицу.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӑхатпӑр — пирӗн паталла Прохор Палыч вӗҫтерсе пырать: ӑйӑрне хӑюсемпе, тӑрантасне ешӗл туратсемпе илемлетсе пӗтернӗ.Смотрим, Прохор Палыч мчится к нам: жеребец в лентах, тарантас — в ветках.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Чи малтанах ҫурт-йӗр таврашӗ тумалла пулнӑ; часах вара ешӗл уҫланкӑра пурасем ӳсе-ӳсе ларчӗҫ, пӗтӗм лагерь турпаспа та йывӑҫ хуппипе витӗнчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ешӗл чӑтлӑхра тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетет.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫакна курсан, Вавжон хӗпӗртесе ӳкрӗ: «Эх, эсир, вӑрмансем, ешӗл хирсем!» — тесе кӑшкӑрса ярас килчӗ унӑн.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ешӗл ҫырансемпе парксен хура хӑйӑвӗсене курсан вӑл савӑнса кайрӗ:Увидев зеленые берега и темные ленты парков, он обрадовался:
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Виҫӗмкунхине вӑл Ирландин ешӗл ҫыранӗнчен пӑрӑнса иртнӗ те уҫӑ океана тухнӑ.А два дня тому назад обогнул зеленые берега Ирландии и вышел в открытый океан.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑшпӗр чухне йывӑҫсем хушшинчен тинӗс курӑнса каять; тинӗс инҫетелле тӑсӑлса, ҫав вӑхӑтрах ҫӳлӗ те катмар стена евӗрлӗ хӑпарнӑн туйӑнать, унӑн сӑнӗ те ешӗл кӗмӗлӗн йӑлтӑртатакан ҫулҫӑсем хушшинче тата йӗпхӗм кӑвакрах курӑнать.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Улмуҫҫисен ешӗл ҫулҫисем ҫине ҫумӑр шӑпӑртатать.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсенчен иртсен, вӑл ешӗл тамба тӑрӑх Тисса хӗррипе вӗҫтерчӗ, юханшывӑн Венгри енчи ҫыранӗ ҫине киленсех пӑхрӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хӑвӑрт куҫса, тусене тӗтӗмлӗ шарфпа яваланӑн туйӑнать, ешӗл уҫланкӑсене хупласа хурать, чӗмсӗр, кичем чӑрӑшсен тӑррисенче чарӑнса тӑрать, юлашкинчен Каҫ тӑвӗн шурӑ ҫӗлӗкӗ тӗлне пулса ҫухалчӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Аялта ҫулҫӑсӑр, типе пуҫланӑ хӑмла ҫырлин ҫамрӑк тӗми кукӑрӑлса хӗвел патнелле туртӑнать; сывлӑм шывне сыпнӑ йӗплерех ешӗл курӑкпа ҫамрӑк хупах, иртнӗ ҫул тӑкӑнса юлнӑ ҫулҫӑсем витӗр шӑтса тухнӑскерсем, ӗмӗрлӗх сулхӑнта сӗткенлӗн ешӗреҫҫӗ, вӗсем улмуҫҫи ҫулҫисем ҫинче хӗвел йӑмӑх ҫутӑпа вылянине те пӗлмеҫҫӗ тейӗн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫумӑр ҫунине эпӗ сӑмсапа алӑ ҫине темиҫе тумлам ӳкнинчен, ҫамрӑк хурӑнсен ҫыпҫӑнакан ешӗл ҫулҫисем ҫине тем шапӑртатма пуҫланинчен кӑна пӗлтӗм; хурӑнсем, хӑйсен кӑтра турачӗсене ним сикми усса, тап-таса ҫутӑ тумламсене савӑнса йышӑннӑн, савӑннипе аллейӑна уҫӑ шӑршӑпа тултарнӑн туйӑнать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫулӑн пӗр айккинче — куҫпа виҫсе илейми анлӑ ыраш уйӗ, хӑшпӗр тӗлте вӑл ӑшӑх варсемпе каскаланса пӗтнӗ, кунти йӑлтӑртатакан йӗпе тӑпрапа ешӗл калча, инҫете тӑсӑлса, кавир пек сарӑлса выртать; тепӗр енче — шӗшкӗпе ҫӗмӗрт тӗмӗсем сӑрса илнӗ ӑвӑс ращи, вӑл тулли телейлӗ пулнӑ пек, пӗр сикмесӗр-хускалмасӑр тӑрать, ҫӑвӑнса тасалнӑ тураттисем ҫинчен пӗлтӗрхи типӗ ҫулҫисем ҫине вӑраххӑн кӑна ҫутӑ ҫумӑр тумламӗсене тӑкать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав тип вар леш енче, катара, ҫутӑ сенкер тӳпе тӗлӗнче, ялти симӗс тӑрӑллӑ чиркӳ курӑнать; ав ял, улпут ҫурчӗн хӗрлӗ ҫивиттийӗ, ешӗл сад.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.