Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренекенсем (тĕпĕ: вӗренекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, вӗренекенсем Урмаел ял вулавӑшӗнче «Козьма Минин и Дмитрий Пожарский» кино-урок пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре! // И.КРЫЛОВА. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-3/

Комсомольски районӗнче «Сӑран мечӗк» футбол ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ хыҫҫӑн вӗренекенсем июнь уйӑхӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулине финал вӑййине кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Вӗренекенсем хӑйсен пичете кайнӑ материалӗсене портфолиона кӗртме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b6%d1%8 ... %d0%b0cce/

Вӗренекенсем хӑнасенчен интервью илсе хӑйсене практикӑра тӗрӗслӗҫ, кирлӗ ыйтусем пама вӗренӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b6%d1%8 ... %d0%b0cce/

Д.Амерханова, Н.Борисова, Е.Дряблова, А.Биктимиров, Н.Казаков, А.Алимов аслӑ классенче вӗренекенсем хушшинче ҫӗнтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

К.Николаева, Д.Сафьянова, М.Лукиянова, П.Романова, И.Шакуров, С.Петров, А.Краснов 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Вӑл пуҫарнипе вӗренекенсем «Раҫҫейри симӗс шкулсем» программӑна хутшӑнса Дипломсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Пӗрремӗш ушкӑнра Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем финиша чи малтан ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Шкулти 7—11-мӗш классенче вӗренекенсем информатика урокӗсенче IТ-технологипе усӑ курса предпринимательствӑра пурнӑҫлама май пур ӗҫсене пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Професси суйласа илме те пулӑшать // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d1%8c/

IТ енӗпе пултаруллӑ вӗренекенсем валли республикӑра куҫӑмлӑ майпа иртекен 4 курс пур:

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Пирӗн шкулти вӗренекенсем районта ирттерекен тӗрлӗ мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шку- лӗнче вӗренекенсем атте сӑнарне хамӑр ҫӗршыври литература урлӑ тишкерсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Ачасемпе аслӑ ӳсӗмри арҫын хушшинчи калаҫу интереслӗ те усӑллӑ иртнӗ, вӗренекенсем ӑна чылай ыйту панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Шкулта вӗренекенсем 4352 балл пухрӗҫ, вӑтамран кашни ача — 61,3 балл.

Куҫарса пулӑш

Ачасем хастар, спортпа туслӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b0%d1%8 ... 81%d0%bba/

Любовь Никифоровӑпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийӗнче Энтрияль культура ҫуртӗнчи ачасен «Незабудки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялӗнчи чӑваш халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (ертӳҫи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрӑҫ, Кӑшнаруй ялӗнчи «Хӗлхем» вокал ушкӑн, Шуркассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Вӑл тӑрӑшнипе вӗренекенсем Мускаври халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравне те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Катек шкулӗнче вӗренекенсем салтаксем валли ӑшӑ ҫырусем ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

«Вӗренекенсем шкул хаҫатне кӑларас ӗҫе хутшӑнни вӗсемшӗн ҫав тери усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Вӑт ҫакӑн пек маттур вӗренекенсем ӑс пухаҫҫӗ Чупай шкулӗнче.

Вот такие славные ученики учатся в Чубаевской школе.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

«Шкул карапӗ» хаҫата кӑларассипе ытларах 8-мӗш класра вӗренекенсем — София Петрова, София Егорова, Ксения Скворцова, Родион Скворцов, Александра Матвеева, вӗсен класс руководителӗ — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Регина Сергеевна Петрова (ӳкерчӗк ҫинче), ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александровна Цыфаркина тӑрӑшаҫҫӗ.

Изданием газеты «Школьный корабль» по большей части заняты учащиеся 8-го класса — София Петрова, София Егорова, Ксения Скворцова, Родион Скворцов, Александра Матвеева, их классный руководитель — учительница русского языка и литературы Регина Сергеевна Петрова (на фото), а также преподавательница чувашского языка и литературы Людмила Александровна Цыфаркина.

Информаци тинӗсӗ тӑрӑх «Шкул карапӗ» пырать // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех