Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ват сăмах пирĕн базăра пур.
ват (тĕпĕ: ват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫҫан пичче ват старик пек эхлеткелесе пушар сарайӗ хыҫӗнчи вӗрлӗк купи ҫине пырса ларать, тахҫанччен мекеҫленсе чӗлӗмне тултарать.

Касьян, словно старец, охая и кряхтя, уселся на кучу жердей за пожарным сараем и долго возился с трубкой, наконец раскурил, и снова его мысли вернулись к дочери.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук ват ҫирӗк сулхӑнне кӗрсе ларать.

Ивук тут же уселся в тени старой ольхи.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват шӑм-шак ывӑна пуҫларӗ.

А то кости старые устали.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Манӑн, ват урҫан, арӑм ҫук — парӑм та ҫук.

У меня ведь, у старого бобыля, жены нет, и стало быть, и нужды нет.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тата мӗн тума хушасшӑн эсӗ ман ват пуҫа?

— А чего же делать прикажешь старой башке?

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн пирки апла ҫӳретӗн вара эсӗ ват пуҫупа?»

И чего ты старой башкой скитаешься-бродишь?

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫыннӑн кӑмӑлӗ тулчӗ: вӑл тата тепӗр ҫынна вилӗмрен хӑтарчӗ.

Старуха не помнила себя от радости, еще одна живая душа осталась жить на белом свете, и в этом немалая заслуга ее.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шывпа юхма турпас мар, Выртса юлма шур чул мар, Килте ларма ват ҫын мар, Тухса ҫӳрес — ыр ҫын мар.

Не щепки мы — с водой бежать, Не камни мы — на дне лежать, Сидеть в избе — не старики, А быть на людях — не с руки.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват супнӑ темерӗн…»

Этому старому хрычу.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ ват хӗрсем пирки калатӑп».

Я про старых девок говорю.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пирӗн ялта ват ҫынсем те вӑййа туха пуҫларӗҫ».

— У нас на игрища и старые выходят.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫӑвӑр вӗллесене иккӗшне те йӑвантарса янӑ, кӑшӑлӗсене татса, пуҫӗсене ҫапса кӑларнӑ.

Два улья с детвой были опрокинуты, обручи сорваны, крышки разбиты.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫынсем илтнех ӗнтӗ.

Да и старики, поди, до недавней поры кто слыхал, кто нет.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хута кӗр, пулӑш ват ҫынна…

— Заступись, помоги старому человеку…

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван сассинчи вӗчӗрхенӳ, пытарӑнчӑк хаярлӑх ват ҫерҫие шалтах аптратса пӑрахрӗ.

Скрытая угроза в голосе Ухтивана сбила старого воробья с толку.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫынсем асӑрханса анасем ҫине кӗчӗҫ, такам чава-чава илне шӑтӑксем йӗри-тавра чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Старики сторожко ступили на загон, в безмолвии опустились возле кем-то вскопанных лунок.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ват ҫынсем уя турӑпа тухасшӑн.

— Старики надумали поля освятить.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи ҫинчен анать те ват юман айне ал шӑлли кайса ҫакать, ҫичӗ нухрат пӑрахать.

Дядя Касьян слез с телеги и, в полной тишине проковыляв к дубу, повесил на нижний его сук полотенце, бросил семь копеек денег.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле ӗненместӗн вара эсӗ ват ҫынсен сӑмахне?

— Как ты не веришь в старинные обычаи?

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳлес — ырӑ мар, ват ҫынсем, итлес — итлесех те килмест, пӑрахса каяс — килте пӗчченех, тарнӑ пек пулса тухать.

Возражать — нехорошо, старики перед ним, слушать — тоже невмоготу, бросить да уйти — получится, что сбежал.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех