Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрататӑн эп сана, Ева, чӑнах юрататӑп! — татах ыталасшӑн пулчӗ ӑна Павлуш, анчах Ева аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ Эльгеевпа Ундрицов Хусантан ҫул ҫине тухни, анчах тавра кайнӑ пирки Ӗпхӳ хули ҫывхарас вырӑнне кунран-кун аяккалла кӑна куҫса пырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Микихвер нимӗн те чӗнмерӗ, лач! сурчӗ те аяккалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл салтаксене аяккалла сирчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Маркка пичче улма ҫинӗ чух хуртне-мӗнне пӑхмасть, ҫаплипех ҫисе ярать, — терӗ вӑл, шӗвӗр пӳрнипе улма тӗпӗнчи сарӑ хурта аяккалла сирпӗтсе ярса.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӑшал сассине илтсенех Матильда аяккалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна пӗр рабочи, сулахай хулӗнчен хӗрлӗ хӑмач ҫыхнӑскер, аяккалла сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эп Мишӑна юрататӑп! — терӗ те макӑрса аяккалла чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Шӑрт Кавӑрли аяккалла пӑрӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн чухлӗ ҫывхарас тетӗн асамат кӗперӗ патне, ҫавӑн чухлӗ аяккалла куҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш ыратнине те туйса юлаймарӗ, вӗҫерӗнсе аяккалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Валькка юри, кравул кӑшкӑрнӑ пек тукаласа, аяккалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Интересленекенсем — каярах ҫитнисем — хӑйсенчен хӑйсем вӑтанса, чалӑшшӑн пӑхкаласа иртсе каяҫҫӗ, хӗрачасем, курмӑш пулса, аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫиелтен йӗркеллӗн вырнаҫтарса хунӑ кӗпе-йӗмсене пӗрерӗн-пӗрерӗн силлесе аяккалла ывӑтрӗ, ҫыру таврашӗсене пӑхкаласа сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑшӗ-пӗри пӗҫерекен кукӑль ҫине лараҫҫӗ те вӗрине тӳсеймесӗр часах аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ, хӑшӗ — нӳрлӗ пир ҫинче тӗлӗрсе лараҫҫӗ, тепӗр чухне тата ҫавӑнтах мӑшӑрланса та илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун ҫийӗн кӑвайт тӳлеккӗн пӑсланать, ҫав вӑхӑтра старик пӗрре ун патнелле ҫывхарать, тепре аяккалла каять.

Костер слегка летал перед ней, в то время как старик то приближался, то отдалялся.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эсӗ эпӗ тӗлӗнтермӗш пирки палӑртсах каласса шаннӑччӗ пуль-ха», — аяккалла кайнӑ май тата йӗри-тавралла кӑмӑллӑн пӑхкаласа шухӑшлать Гервак.

Ты надеялся, что я подчеркну чудо», — думала Гервак, отходя и облегченно осматриваясь.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Аяккалла кайрӗҫ те сасӑсем — тамалчӗҫ.

Но разошлись дальше, и голоса смолкли.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Аяккалла майӗпен кайнӑҫемӗн авалхи ылтӑн карета сулланса пырать, — тӗпӗ пысӑк кимӗ евӗрлӗ, лавҫӑ ларкӑчӗ ҫӳллӗ; карета ҫав тери капмар, унта вырнаҫнӑ мӑн ҫынсем ача пек курӑнаҫҫӗ.

Медленно удаляясь, покачивалась старинная золотая карета, с ладьеобразным низом и высоким сиденьем для кучера, — но такая огромная, что сидящие в ней взрослые казались детьми.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӗрессипе илсен, Илемпипе ҫӗнӗ юман хӗрес калаҫӑвне итлеме хал ҫитереймерӗм эпӗ, аяккалла пӑрӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех