Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ассӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ассӑн (тĕпĕ: ассӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урасмет сӑмах чӗнме шикленсе ассӑн ҫеҫ сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, Павлуш, мыскара кӑтартрӑн эс! — ассӑн сывласа илчӗ Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепри, сывлӑш пӳлӗннипе тарӑхса пулӗ, хыҫлӑ пукан ҫине ӳпӗнсе ларнӑ, сайра хутра ассӑн пашкаса илет, унӑн пичӗ-куҫӗсем тӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ассӑн сывласа илчӗ те татах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗччен йӳнеҫсе пурӑнма пулатех, — ассӑн сывласа ячӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта-ши халӗ манӑн пичче? — ассӑн сывласа ячӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня темшӗн паян кунӗпех калаҫмасӑр ҫӳренӗ: пуҫ ыратать тенӗ, пианинӑпа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн импровизацилесе ларкаланӑ, трюмо умне пырса чылайччен пӑхкаласа тӑнӑ, ҫӳҫ ҫулне турапа темиҫе хутчен тӳрлеткеленӗ, час-часах ассӑн сывлакаласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урам енчи пӗр кантӑкне уҫса ассӑн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун вырӑнне, йӗпеннӗ кӑтра ҫӳҫне ик аллипе якаткаласа, ассӑн сывласа илчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев темшӗн ассӑн сывласа илчӗ те, карттусне хывса виҫӗ хутчен сӑхсӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чӗлӗмне паккать, ун хыҫҫӑн, ассӑн сывласа, «ӗх-хӗм-м» тесе илет; те ӳсӗрни пулать вара ҫав, те анаслани.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хапӗпӗйҫӳ, сана телеграмма, — ассӑн сывланӑ май тавӑру кӗтсе Ева хут таткине Джессие тыттарчӗ.

— Веменес, тебе телеграмма, — вздохнула Ева, приготовляясь к расплате и передавая телеграмму Джесси.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ева чарӑнчӗ, унтан Джесси ассӑн сывласа тӗмсӗлсе пӑхнине курчӗ те малалла ӑнлантарчӗ:

Ева остановилась и, видя, что Джесси, подавив вздох, смотрит на нее с ожиданием, продолжала:

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пичет машинкипе ҫапнӑ, алӑ пусман ҫырӑвӑн кашни сӑмахне вуланӑ май Джесси тӗлӗнӗвӗ ӳссе пырать, вара вӑл, халатне сисмесӗрех тӳмелесе, шухӑшӗсемпе арпашса хыттӑнах ассӑн сывлама тытӑнчӗ, хӑйне алӑра тытма, вӑйсӑрлӑхне ҫӗнтерме хӑтланать, кӗҫех кӑштах лӑпланчӗ пек.

С каждым словом письма, отпечатанного пишущей машинкой и не имевшего подписи, ее изумление возрастало и, инстинктивно запахивая халат, теряясь от мыслей, Джесси начала сильно вздыхать, чтобы опомниться и одолеть слабость, что ей несколько удалось.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл ассӑн сывласа карттусне тӑхӑнчӗ те вӗрене ҫыхса хума кӗпер патнелле утрӗ.

Он вздохнул, надел свое кепи и отправился привязать веревку вдоль мостика.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Хурлантаракан улшӑну, — ассӑн сывларӗ Детрей.

— Печальная перемена, — вздохнул Детрей.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ева шӑртланса ассӑн сывларӗ те Моргиана ҫинелле ыйтуллӑн тинкерчӗ.

Ева нервно вздохнула и вопросительно посмотрела на Моргиану.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вӑл шӑртланса ассӑн сывларӗ, ҫав хушӑрах Моргианӑн ун пичӗ патнелле ҫӗкленекен питне вӑраххӑн, ҫамки айӗпе сӑнать, лешӗ хута вуласа тухрӗ те аллинчех тытса тӑрать.

 — Она нервно вздохнула, наблюдая медленно, исподлобья, поднимающийся к ее лицу взгляд Моргианы, которая, прочитав листок, держала его в руке.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вӑл айӑплӑ мар, эпӗ айӑплӑ, — терӗ Джесси вырнаҫса ларнӑ май ассӑн сывласа.

— Она не виновата, я виновата, — сказала Джесси, садясь и вздыхая.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Мӗнех, шӳрпе? — ассӑн сывларӗ Джесси.

— Что же, бульон? — вздохнула Джесси.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех