Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑкне (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сергей, кайрӑмӑр часрах, — терӗ те вӑл ывӑлне, пӗр самантрах лавкка алӑкне питӗрсе ҫаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Сахар кӗлечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун алӑкне хӑлӑпӗнчен ҫыртса уҫрӗ те тутине мӗкӗлтеттерсе, унти сӗлле кӗмпӗртеттерсе ҫиме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна вӑл лавккапа юнашар пысӑк склад ҫумне тӗртсе лартнӑ та, алӑкне пӗр вӑрӑм коридора кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухӑннӑ пек халӑх хан пӳртӗнчи пысӑк пӳлӗме те шӑнӑҫмарӗ, ҫавӑнпа юнашар пӳлӗм алӑкне уҫса темиҫе сӗтелне унта вырнаҫтарма лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ху ҫук тесе лаҫ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗмен-и?

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлтӑр алӑкне тӑпсаран тӑпӑлтарса кӑларнӑ та, вӑл ҫӗрте выртать.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑкне тахӑшӗн тумалла пулнӑ — туса пӗтермен.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак кунта кӗмелле санӑн, — терӗ аскер алӑкне сарлака пурҫӑн келем-паласпа карнӑ пӳлӗм патне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳрт алӑкне питӗр.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем пек ӳкӗтлесен те, ҫур шӑрттан пама пулсан та пӳрт алӑкне уҫмарӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уншӑн та тавах ӑна, ҫын кӑтартса янӑ пӳрт алӑкне хӑюллӑнрах пырса шаккатӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каллех ҫавнашкалах, ҫенӗк алӑкне уҫсанах Твикка кӑшкӑрчӗ ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Настаҫ кинеми ҫенӗк алӑкне уҫсанах халь ялан карлӑк ҫинче ларакан Твикка твик!, тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Паҫӑр хӑйӗн йӑвинче ним шарламасӑр выртакан Улаҫка йытӑ пӳрт алӑкне чакӑртаттарчӗ, паллах, шӑнса кайнӑ вӑл, пӳрте кӗртме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫенӗк алӑкне ҫӑраҫҫипе питӗрсе уҫҫине кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кухньӑна тухакан пӳрт алӑкне уҫса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Елюк, лапка тарринчен кӑштӑртатса анса, милӗксене пуҫтарса хучӗ, унтан питӗрсе лартнӑ ҫенӗк алӑкне пырса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫатракан шаршанӗ ҫинчен пӗр юман патак илсе ҫенӗк алӑкне ҫаклатса питӗрчӗ, вара хӑрамасӑрах кил хушшинчи мунча енне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Унтан хапха алӑкне чӗриклетесрен йӑтса уҫса картишне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Алсине нар ҫине хывса пӑрахрӗ, тимӗр кӑмака алӑкне уҫса, ҫунакан вутта пӑтратрӗ, унтан вӗҫлеймен сӑмахне вӗҫлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех