Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыран сăмах пирĕн базăра пур.
Ыран (тĕпĕ: ыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Анчах киле таврӑннӑ пекчӗ, ыран ҫула тухмалла, мӗн илсе каймаллине хатӗрлесе хунӑ-ха. Тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗнтересчӗ. Унта халӗ манӑн ҫӗнӗ юлташсем. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнмалла пулса тухнишӗн ӳкӗнместӗп. Эпир ҫӗнтеретпӗрех», – терӗ салтак ҫарти юлташӗсем патне ҫула тухмаллине пӗлтерсе.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцийӗ. «Эпир ҫӗнтеретпӗр!» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -nteretp-r

Ыран Ваҫук пичче музей уҫнӑ ҫӗре килеймест, — салхуллӑн тавӑрчӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Итле: ыран иксӗмӗр те шкула вӑл пыриччен ҫитетпӗр, ӑна хапха умӗнчех кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ыран вӑрҫа кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Паян тытӑнмасан, ыран нимӗнпе саплама ҫук ҫухату пулать ку…

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Пантелей Петрович ыран сочиненисене кӑтартма пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ыран та ҫак вӑхӑтра килетӗр, — астутарать Рим юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Акӑ мӗн, Степа, Миша, шкулта директор пулмарӗ, ыран ирпе килет терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ыран виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш отряд виктори пухма каяҫҫӗ, — пӗлтерме васкарӗ Елена Николаевна, паян кӑшман уйне каякансен сӑнӗ тӗксӗмрех пулнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ десанчӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— План тӑрӑх, ыран лагерьти ачасене пурне те ялпа паллаштармалла-ха, таврари вырӑнсене кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ак ыран, тен, ведомӑҫа парса та ярӗ Ольга Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Анчах ыран ҫанталӑк уяр пулать пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ыран шкула илсе каймалла тетӗр.

Куҫарса пулӑш

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Эсир вара виҫсӗр те ыран ирхине саккӑра ман пата ҫитӗр.

Куҫарса пулӑш

Темиҫе кун маларах // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ыран вӗсен вырӑс чӗлхипе сӑмахпа каласа юлашки экзамен тытмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Паян ҫитмест, ыран, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрсан, ҫитет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ыран вырсарникун-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ыран ирех Шупашкара тухса кайса, ФЗО шкулне вӗренме кӗрсен, айӑпна каҫарма та пулӗ, анчах каллех эшелонсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тытӑнсан, хаҫат ҫине ҫырмаллах пулать пулӗ…

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Ну, ачам, апатланар та выртса ҫывӑрар, ыран ман ирех фронта тухса каймалла, — тесе, консерва банкине Казик умнерех тӗртрӗм.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

— Ҫак ача сӑнне ӳкер-ха, — терӗм эпӗ ӑна, — ыран ир валли хатӗр пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех