Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шалта (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта ҫутӑ, темиҫе сӗтел, ӗҫекен те, ҫиекен те нумай, — хулара ятлӑ хӑнасене ҫавӑн пек йышӑнаҫҫӗ пулинех.

В доме было светло; за накрытыми столами угощается много незнакомых людей; вот как, оказывается, принимают в городе гостей.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах ҫуртне картиш енчен тӗплӗн пӑхса пулмарӗ, шалта ҫынсем йышлӑ пуҫтарӑннӑччӗ.

Но это ему не удалось — во дворе оказалось много народу.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шалта улӑм пур.

Внутри солома.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шалта вӗлле хурчӗ ҫӑвӑр уйӑрать тейӗн — выҫӑхнӑ шӑнасен йышлӑ ҫӑмхи чарӑна пӗлми сӗрлет.

В избе жужжали голодные злые мухи, будто пчелиный рой отроился.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ыраш халӗрех кӑна шӑркана ларнӑ, шалта тем чухлӗ чӑх-чӗп хӗвӗшет.

Уже колосится вовсю, а в гуще ее возятся клушка с цыплятами, куры…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шалта мунча чулӗсем палӑра пуҫларӗҫ.

Уже различимы очертания камней на каменке.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шалта мӗн пурри, мӗн ӗҫлени ҫынна ан курӑнтӑр.

Что там у него за забором, чего он делает — чтоб ни одна душа не видела и не знала…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑкӑрӗнчи чӗри те ӗмӗрхи вырӑнӗнчен тапранса, тулса, сарӑлса ҫӳлелле хӑпарнӑн туйӑнчӗ; хӑпарчӗ-хӑпарчӗ те вӑл, урӑхран шалта шӑнӑҫса тӑрас ҫук пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса сикме тытанчӗ.

Сердце его, казалось, сорвалось со своего насиженного места и растеклось по всему телу, того гляди вырвется наружу.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Трактористпа комбайнер шалта чакаланаҫҫӗ.

Тракторист и комбайнер копошились где-то внутри комбайна.

6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Мана пӗр пӳрте илсе кӗчӗҫ, анчах эпӗ шалта, ӑшра сивӗ тӑнипе ниепле те ӑшӑнаймарӑм.

Меня привели в какую-то избу, но отогреться я не могла: холод был внутри.

Петрищевӑра // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫывӑрас ыйхи те ҫук, ҫиесси те килмест, ӑшӗ унӑн пӗр чарӑнмасӑр вӑркать, таҫта шалта, чӗре патӗнче, ӗмӗр сӳне пӗлми вут хыпса илнӗ тейӗн.

Не может ни спать, ни есть, одно чувствует: нестерпимо болит душа, а возле самого сердца полыхает неугасимое жгучее пламя.

XXIII. Тавӑру черечӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Старик алӑка шаккама та ӗлкӗреймерӗ, шалта ура сасси кӑптӑртатни илтӗнчӗ.

Не успел старик постучать в дверь, как из сеней донесся голос:

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӳрчӗ пӗчӗкҫӗ пулсан та, шалта кӑмӑллӑ.

Избенка снаружи была крохотной, но внутри нее все же было уютно.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Колонист ҫуртне малтанхи пекех пур енчен те боецсем хупӑрласа тӑнӑ, шалта обыск тунӑ.

Дом колониста был по-прежнему оцеплен, а внутри шел обыск.

20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишка шӑлне ҫыртса, сывлӑшне чарса лартса, пӗтӗм шӑмшакне карӑнтарчӗ, ҫапла тунипе тӳрех чӗтреме чарӑнчӗ, шалта кӑна кӑшт ҫӳҫенни сисӗнсе тӑчӗ.

Мишка сжал зубы и, затаив дыхание, напряг все мускулы, отчего сразу перестал трястись, и только где-то внутри, под ложечкой, осталась неприятная дрожь.

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫав шухӑшсем Тёма пуҫӗнче е чӗринче таҫта шалта ларакан тепӗр яр уҫӑ шухӑш ирӗке кӑларасшӑн мар, чӑрмантараҫҫӗ, вӗҫертмеҫҫӗ пек.

Мысли толпятся в голове Тёмы и не хотят, и мешают, и не пускают на свободу где-то там, глубоко в голове или в сердце как будто сидящую отчетливую мысль.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Таҫта шалта хӗлхем йӑлтӑртатрӗ те унӑн чун-чӗрин юлашки тӗттӗм кӗтессине ялтӑр ҫутӑпа ҫутатса ячӗ, тейӗн…

Будто искра вспыхнула где-то внутри и осветила последние тайники его организма…

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Шалта лараканнисем епле те пулин мирзана хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ пулас та, ҫӗрле вара тутарсем, поляксемпе пӗрле, казаксем ҫине тапӑннӑ.

Вероятно, осажденным удалось как-нибудь подкупить мирзу, и ночью татары кинулись на казаков одновременно с поляками.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Шӳтлесе! — терӗ пиччӗшӗ кӗскен, хӑйӗн шӳтлӗ сӑмахӗпе йӑмӑкӗн чунне тивертсе ыраттарнине, амӑшӗн чӗринче таҫта шалта пытанса тӑракан вӑрттӑн шухӑша ҫиеле кӑларнине туйса.

— Шучу! — ответил брат лаконически, видя, что своей шуткой он тронул больную струну, вскрыл тайную мысль, зашевелившуюся в предусмотрительном материнском сердце.

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Шалта — тамӑк, тулта — виле шӑтӑкӗ.

Внутри башни был ад, снаружи царил могильный покой.

IX. Улӑпсем гигантсене хирӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех