Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗлхе сăмах пирĕн базăра пур.
Чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑ ӑна, тачка кӗлеткесӗр пуҫне, ывӑнма пӗлмен чӗлхе панӑ та, вӑл пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек чӗвӗлтетрӗ, тӑван хули ҫинчен, хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫавнашкал именӳ-вӑтану манӑн хамӑн та пур-тӑр: чӗлхе вӗҫне ҫитнӗ ачаш сӑмахсене кӑмӑла хытара-хытара кашнинчех каялла ҫӑтатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вирьялла калаҫакансем шӑпах кинемисем пулни те ӑнсӑртран мар, паллах: ӗлӗкрен-авалтан килекен йӑла-йӗркене, нерӗс-сипете, традицисене, ҫав шутра, вырӑнти чӗлхе хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене те, ватӑсем, кинемисемпе мучисем упраса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Анчах чӗлхе пӗр хӗрӗнче тӑтӑр-ха»).

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӑнах та, кунашкал калаҫма пуҫласан, шӑмӑсӑр чӗлхе те хуҫӑлса кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӗлхе, сӑмах — формӑ тумалли хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Формӑ ҫинчен каланӑ чухне чӗлхе, самах пирки калаҫу хускатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ произведенийӗн форми — произведение ҫырнӑ чӗлхе ҫеҫ мар, унти сӑнлӑхсем ҫеҫ те мар, литературӑ произведенийӗн формине унта кӑтартса панӑ сӑнарсем те кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Формӑ та кирлӗ, чӗлхе илемлӗхӗ те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хумма Ҫеменӗ «Рабфак хӗрӗ» калава чӗлхе енчен, «формӑ» енчен ытларах тишкӗрнӗ пулас, ҫавӑнпа та формӑна шута илменшӗн Исаева «вӑрҫса» та пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

«Эсӗ тата, — тет вӑл, — пӗр енчен (чӗлхе илемлӗхӗ енчен) ҫеҫ пӑхнӑ, ман шутпа, пирӗн тепӗр енчен — социологи, обществӑна усӑлли енчен те пырса пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫак хушӑра вӑл кунти Ермолай пуппа пӗр чӗлхе тупрӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ « Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ» ҫавра сӗтел ирттерӗҫ.

13 апреля Чувашский государственный институт гуманитарных наук совместно с Чувашским государственным университетом им. И.Н. Ульянова проведут круглый стол «Языковая ситуация в Чувашской Республике».

Чӗлхе лару-тӑрӑвне сӳтсе явӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34726.html

Карчамас тӗрлӗ усал-тӗселпе пӗр чӗлхе тупать, хӑйне ҫиллентерсен такам ҫине те чир яма пултарать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗленпе калтан — пӗр чӗлхе.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай паттӑр пӗтрӗ, хӑйӗн ятне ҫӗртрӗ, Асӑнма та ҫук пек ҫемҫе чӗлхе вӗҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шуртансене асӑнсан, — Пӗр сӑмахран утаман Чӗлхе ҫине хӑй килет: Сунас ҫине ҫи килет: Тускин касси туслӑ ял, Анчах унӑн вӑй сахал, Шуршӑл тухӗ хур тӑвӗ, Макаҫӗ те уямӗ!..

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла Урха арӑмне Хирӗҫнӗшӗн ятлаҫать, Хӑй асланас шухӑшне Чӗлхе вӗҫҫӗн калаҫать.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Чаплӑ патшан ҫакӑ хӗре фрейлин тума шухӑш пур, Анчах пирӗн пӗр-пӗринпе ӑнланмашкӑн чӗлхе ҫук.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Икӗ ял халӑхӗпе хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупать вӑл, вӗсемшӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех