Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пулӑшма (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хулан административлӑ комиссийӗ манӑн нушана ӑнланмасть, суд пулӑшма хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Саккунлӑха хӳтӗлекенскер явап тыттарма кӑна мар, ҫынсене, пушшех инвалидсене пулӑшма та тивӗҫ тесе шухӑшланӑччӗ те - кӑлӑхах иккен.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫавӑн пекех муниципаллӑ округра пурӑнакансене ку енӗпе волонтерсем те пулӑшма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Вӑл хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарас текенсене пулӑшма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Мӗнле шкултан таврӑннӑ – ҫавӑн пек сумкӑсене пӑрахнӑ та уя, аннесене пулӑшма чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Тӗслӗхрен, «Манӑн карьера» лапам вӗрентекенсене пулӑшма пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Чӑваш Республикин Правительстви «03» служба пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне шута илсе тата лайӑх ӑнланса сире пур майсемпе пулӑшма тӑрӑшать.

Понимая важность и востребованность службы «03» Правительство Чувашской Республики старается всячески вас поддержать.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Йывӑр пулсан ҫынна пульница ҫитичченех пулӑшма пуҫлаҫҫӗ медиксем.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма пуканкассисем чӑлха-нуски ҫыхнӑ, апат-ҫимӗҫ, тумтир туянса ӑсатнӑ, укҫа хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Аслӑ ӑру вӗсене хаваспах пулӑшма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Лару-тӑрупа вырӑнта паллашнӑ хыҫҫӑн пулӑшма йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ирхине мама ачасене кукамайпа кукаҫине пахчара пулӑшма хушса хӑварчӗ, унтах ирхи апата ҫиме каларӗ.

Утром мама попросила детей помочь бабушке и дедушке с огородом и позавтракать там же.

Кишӗр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/560

Вӑт, Петя, эпӗ сана пулӑшма хам та пултараймастӑп халь, мӗншӗн тесен хам та аташса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Мӗн ачаранах вӑл крепосла хресченсен тертлӗ те асаплӑ пурнӑҫне курса ӳснӗ, вӗсене чӗререн хӗрхеннӗ, май пур таран пулӑшма тӑрӑшнӑ.

С самого детства он рос видя тяжелую и мучительную жизнь крепостных крестьян, искренне сочувствовал им и старался по возможности помочь.

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Анчах ватӑ композитор Волжский, вӑл талантлӑ пулнине пӗлсе, Любимова ниҫта та ямасть, ӑна пулӑшма сӑмах парать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Пьесӑна туса ҫитерес, ӑна лайӑхлатас, ҫитменлӗхсене пӗтерес ӗҫре актер нумай пулӑшма пултарать.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Ку тӗрӗс мар вара, милици кашни гражданин ыйтнинех шута илет, ӑна мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать, — тет ӑна хирӗҫ Орлов.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшма хистекен чун туртӑмӗ те.

Ваша работа – это не только профессия, но и призвание помогать людям в трудных жизненных ситуациях.

Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s

Анчах унӑн та ҫыннисем сахал мар, вӗсем Урхана пулӑшма Кӗтерне патша патне ҫитеҫҫӗ, Урхана ирӗке кӑларттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех